Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
РАЙОНТИ тĕп больницăра вăл е ку уйрăмра пĕр улшăнми чылай çул вăй хуракан медицина ĕçченĕсем чылай. Вĕсенчен пĕри – васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекен С.Яковлев. Унăн медицинăри биографийĕ 1989 çулта, март уйăхĕнче пуçланнă. Шупашкарти медицина училищин выпускникĕ ун чухне васкавлă пулăшу уйрăмĕнче фельдшер должноçне йышăннă. Икĕ уйăхран çамрăк специалиста çар ретне илнĕ. С.Яковлевăн служби Çурçĕр-Тухăç пограничнăй çар округĕнче иртнĕ. Унта вăл заставăра медицина службин начальникĕ пулнă. Икĕ çултан демобилизаци йĕркипе киле таврăнсан запасри старшина каллех васкавлă пулăшу уйрăмне ĕçлеме килнĕ. 1996 çулта Сергей Михайловича аслă фельдшер пулма çирĕплетнĕ. Унтанпа вăл пĕр улшăнмасăр çак должноçрах тăрăшать. Аслă фельдшерăн тивĕçĕсем яваплă, тĕрлĕ енлĕ. Районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн пĕрремĕш (Шăмăршăри) тата иккĕмĕш (Пăчăрлă Пашьелĕнчи) бригадисенчи ĕç-хĕле талăкĕпех кирлĕ пек йĕркелесе пырасси, дежурствăри автомашинăсене запас пайсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, бригадăсене медицина препарачĕсемпе, оборудованийĕпе тивĕçтересси, çамрăк специалистсене пулăшассипе тимлĕх уйăрасси, кадрсемпе ĕçлесси тата ытти те – Сергей Михайловичăн тивĕçĕ. Яваплă должноçра çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пырать вăл, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать. Икĕ бригадăри фельдшерсем, водительсем тата санитаркăсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнине палăртрĕ С.Яковлев. Ку, паллах, вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине çирĕплетет. Пĕрлех – аслă фельдшерăн организаторла пултарулăхне те. Бригадăсем пĕрлехи вăйпа район çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ, шăнкăрав пулсанах вăл е ку яла çитсе чирлĕ çынна тивĕçлĕ пулăшу параççĕ е тĕп больницăна илсе килсе стационара вырнаçтараççĕ. – Мана кăçал апрельте Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе «Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панинче васкавлă пулăшу уйрăмĕн коллективĕн тÿпи те пур, – кăмăллăн палăртрĕ Сергей Михайлович. |