Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕсем – ĕçре палăрнисем, чыс-хисепе тивĕçнисем

2012 çулхи ака-суха ĕçĕсен тата обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарнин итогĕсене пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн:

I. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă тата пахалăхлă ирттернĕшĕн, ял хуçалăх культурисене палăртнă чухлĕ акса хăварнăшăн

"Мир" акционерсен хупă обществине пĕрремĕш вырăн пама йышăннă;

"Колос" Агрофирма" сахал яваплă обществăна иккĕмĕш вырăн пама йышăннă;

"Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативне виççĕмĕш вырăн пама йышăннă.

Ку тĕлĕшпе "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ, "Исток" сахал яваплă общество, "Карлинская" Агрофирма" акционерсен хупă обществи ăнăçлă ĕçленине палăртнă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче:

Александр Иванович Сатеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă;

Анатолий Кузьмич Хлюкин хресчен (фермер) хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă;

Сергей Зинонович Даниловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ку тĕлĕшпе çавăн пекех Татьяна Георгиевна Иванован, Валерий Николаевич Симурзинăн, Василий Николаевич Павловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçленине палăртнă.

Мала тухнă хуçалăхсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

II. 2011-2012 çулсенчи тапхăрта выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тĕлĕшпе

"Исток" сахал яваплă общество пĕрремĕш вырăн йышăннă.

"Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă;

"Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче

Геннадий Николаевич Макаровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă;

Александр Иванович Сатеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă;

Татьяна Георгиевна Иванован хресчен (фермер) хуçалăхĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Мала тухнă хуçалăхсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

III. "Çур аки - 2012 чемпионĕ" ята Мерван Минетуллович Фахрутдинова – "Мир" акционерсен хупă обществин трактористне – панă. Вăл 1200 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварнă.

Анатолий Федорович Петров – "Колос" Агрофирма" сахал яваплă общество тракторисчĕ - иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл 861 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акнă;

Алексей Дмитриевич Кузнецов – "Исток" сахал яваплă общество тракторисчĕ – виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл 850 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акнă.

Мала тухнă трактористсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă, укçан преми парса хавхалантарнă.

IV. Ял хуçалăх ĕçĕсенче хастарлăх кăтартнăшăн çак çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă тата укçан преми парса хавхалантарнă:

Вера Михайловна АНТОНОВАНА – "Шанс" сахал яваплă обществăри сысна пăхакана:

Александр Николаевич ХРИСАНОВА – "Шанс" сахал яваплă общество трактористне;

Николай Валентинович СТЕПАНОВА – "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн механизаторне;

Роза Викторовна ЛУКИЯНОВАНА – "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи машинăпа ĕне сăвакан оператора;

Валерий Николаевич ВАСИЛЬЕВА – "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн механизаторне;

Тамара Петровна НЯНИНАНА – "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи сысна пăхакана;

Феймулла Минетуллович КУРОПАТКИНА – "Мир" акционерсен хупă обществин водительне;

Владимир Петрович ПАЙМИНА – "Мир" акционерсен хупă обществин водительне;

Сергей Петрович БИБИКОВА – "Агросервис" сахал яваплă общество управляющине;

Геннадий Васильевич ГУБАНОВА – "Агросервис" сахал яваплă общество трактористне;

Елена Алексеевна СМАЕВАНА – "Исток" сахал яваплă общество рабочине;

Елена Валерияновна ТЕРЕНТЬЕВАНА – "Исток" сахал яваплă обществăра пăру пăхакана;

Александра Николаевна МЕРДЕЕВАНА – "Исток" сахал яваплă обществăн тĕп механикне;

Петр Васильевич ЗАХАРОВА – "Колос" Агрофирма" сахал яваплă общество трактористне;

Зоя Николаевна ВОЛКОВАНА – "Колос" Агрофирма" сахал яваплă общество рабочине;

Лариса Николаевна МАЗОКА – "Карлинская" Агрофирма" акционерсен хупă обществăри машинăпа ĕне сăвакан оператора;

Владимир Витальевич АРХИПОВА – "Карлинская" Агрофирма" акционерсен хупă обществăн анлă профиллĕ тракторист-машинистне;

Минислям Минкасимович ТИЗЯКОВА – "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн механизаторне;

Алсине Симегулловна ЧЕРНОВАНА – "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи машинăпа ĕне сăвакан оператора;

Гельфизе Зекиулловна ХУСНЕТДИНОВАНА – "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн рабочине;

Нина Васильевна КОРЧАКОВАНА – "Сатеев А.И." хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи машинăпа ĕне сăвакан оператора;

Фаниль Рафикович ХАЙБУЛЛОВА – "Сатеев А.И." хресчен (фермер) хуçалăхĕн агрономне;

Светлана Николаевна КУЗНЕЦОВАНА – "Макаров Г.Н." хресчен (фермер) хуçалăхĕн бухгалтерне;

Валерий Петрович ЕМЕЛЬЯНОВА – "Кузьмич" хресчен (фермер) хуçалăхĕн тракторист-машинистне;

Татьяна Георгиевна ИВАНОВАНА – хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине;

Василий Николаевич ПАВЛОВА – хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине;

Андрей Анатольевич ЮНКЕРОВА – хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине;

Михаил Феоктистович АЛЕКСЕЕВА – хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине;

Нина Васильевна АРЬЯХОВАНА – "Шăмăршă районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен" патшалăх ветеринари службин Пуянкассинчи ветеринари участокĕн ветсанитарне;

Вера Петровна СУДУКОВАНА – "Шанс" сахал яваплă общество бухгалтерне;

Иван Николаевич ПАВЛОВА – "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн председательне;

Сергей Геннадьевич КУЗЬМИНА – "Карлинская" Агрофирма" хупă пĕлтерĕшлĕ акционерла обществăри выльăх-чĕрлĕх пăхакана.

V. "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци программине пурнăçласа килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем нумай туса илнĕшĕн çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Сергей Николаевич ПАВЛОВА – Шăмăршă ял поселенийĕнче пурăнакана;

Василий Ильич МИКУШИНА – Кивĕ Чукал ял поселенийĕнче пурăнакана;

Алевтина Витальевна МЕРДЕЕВАНА – Васан ял поселенийĕнче пурăнакана;

Сергей Васильевич ШЕПЕЙКИНА – Чукал ял поселенийĕнче пурăнакана;

Валерий Петрович ТИМОШКИНА – Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнче пурăнакана;

Анатолий Николаевич ГРИГОРЬЕВА – Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче пурăнакана;

Анатолий Григорьевич ПЕТРОВА – Пуянкасси ял поселенийĕнче пурăнакана.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июня 2012
00:00
Поделиться