Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Урам тирпейлĕхĕ – ял илемĕ

РАЙОНТИ ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурс кăтартăвĕсемпе вырăна тухса паллашас тĕллевпе, юн кун, июнĕн 6-мĕшĕнче, комисси членĕсем – ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ертсе пычĕ – рейд ирттерчĕç.

Комисси членĕсем малтан аякри Чукалти лару-тăрупа паллашрĕç. Кунти Çĕнтерÿ паркĕпе чиркÿ, шкул таврашĕсем хăйсен тирпейлĕхĕпе савăнтарчĕç. Çав вăхăтрах хăш-пĕр урамсенчи çуртсем умĕнче вĕлтĕрен ашкăрни, автобуса кĕтсе тăракан таврашри карта хăмисем туха-туха ÿкни кăмăла пусарчĕ.

Кивĕ Чукала кĕмелли çулăн сылтăм енче ăпăр-тапăра пуçтарманни, ача сачĕн хыçĕнчи типнĕ-хăрнă йывăçа касса хăрушлăха пĕтерменни курăнчĕ. Палăксем, клубпа библиотека, шкул таврашĕсем вара тирпейлĕ. Урамсене пăхса çаврăннă май, Советская урама лайăх енĕпе палăртмалла.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи культура учрежденийĕсен тата шкул территорийĕсенче вĕлтĕрен-хупах курăнмарĕ. Тĕпрен илсен, урамсенче те тирпейлĕх хуçаланать. Çапах та Мичурин урамĕнче строительство материалĕсен юлашкийĕсем, Карл Маркс урамĕнче каснă йывăçсем выртни лайăх ÿкерчĕке кăштах тĕксĕмлетрĕ.

Ирçе Тĕккинче кил-çурт таврашĕсене вĕлтĕрен пусса илнĕ вырăнсем нумай курăнчĕç. Энтĕрьелĕнчи Лесная, Шăмăршăри Заводская, Красный Бор урамĕсенче вĕлтĕрен-хупах вăй илсе пыни сисĕнет. Кашнийĕнех хăйĕн килĕ умĕнчи хыт-хурана кăкласа ывăтма тăрăшмалла.

Шăмăршă лесничестви таврашĕнче вара... 30-40 качака çÿретчĕ. Никам пăхса тăман çак выльăхсем кунĕпе ăçта кăна çитсе, мĕнле кăна сăтăр тумаççĕ-ши; Вĕсен хуçисем те пур-вĕт-ха. Ирсерен мĕнле чунпа хапха алăкĕнчен кăлара-кăлара яраççĕ-ши йывăçсене, тĕрлĕ пахча çимĕçе пĕр шелсĕррĕн кăшлама-çиме пултаракан çивĕч шăллă выльăхсене; Çынсене мĕншĕн тарăхтармалла; Качакасене кăкарса усрамалли çеремлĕ вырăнсем сахал-ши Шăмăршăра;

Комисси членĕсем Шăмăршăри Южная урамĕнчи 13-мĕш çурт умĕнче автомашинăна чарсах тĕксĕм пулăма фотоаппаратпа ÿкерсе илчĕç. Умра тĕрлĕ ăпăр-тапăр тĕлли-паллисĕр сапаланса выртни, паллах, кил хуçине илем кÿмест.

Çĕнĕ Шăмăршăри Кудряшов ячĕллĕ урамра вырăн-вырăн вĕлтĕрен-хупах пуç çĕклеме пуçлани, 35-мĕш çурт умĕнче карпăльсем сапаланса выртни урам илемне тĕксĕмлетет.

Виçпÿрт Шăмăршăри Бараев урамĕнче те вĕлтĕрен пусма тытăннă вырăнсем тĕл пулаççĕ. Ял масарĕн хапхи умĕнче вара... свалка уçнă иккен. Чи сăваплă вырăнта çакнашкал ÿкерчĕке курни комисси членĕсене питĕ хумхантарчĕ, тарăхтарчĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин çак тасамарлăха çывăх кунсенчех свалкăна тиеттерсе яма шантарчĕ. Çак свалка пулмасан, масар умĕнче курăк ешерме пуçласан ял çыннисем унта пластик савăтсем, бутылкăсем тата ыттине пăрахман та пулĕччĕç.

Пуянкассинчи Советская тата Ленин урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте, шурлăхлăрах вырăнта телефон кабелĕсем усăнса анни, газ пăрăхĕн юписем тайăлма пуçлани йĕркеллĕ пулăм мар. Çак сферăсемшĕн яваплă ертÿçĕсен кĕске вăхăтрах тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшмалла. Кахăрлă Шăхальне каçмалли кĕпер таврашĕнче ашкăракан вĕлтĕрене кам килсе çулса парĕ-ши;

Кахăрлă Шăхалĕнчи Ленин урамĕнчи 23-мĕш çурт таврашне пĕтĕмпе тенĕ пекех хыт-хура пусса илнĕ. Вăл малалла ÿссе-ашкăрса кайиччен, кил хуçин паян-ыранах алла çава тытмалла.

Кивĕ Шăмăршăра масар йĕри-таврашне тирпейлĕ тытни курăнчĕ. Васанти Карл Маркс, Киров, Ярăславри Ленин урамĕсенче вĕлтĕрен пусса илнĕ тĕслĕхсем палăрчĕç.

Хайпăлара вара вĕлтĕрен-хупах пусса илнĕ вырăнсем чылай. Хыт-хурана ашкăнма парас марччĕ, кил хуçисен алла халех çава тытасчĕ. Тĕрĕссипе, çу пуçланчĕ кăна темелле, кĕркуннеччен мĕнлерех ÿкерчĕк курăпăр;

Палтиелĕнче Октябрьская урамĕ тата шкул таврашĕ тирпейлĕхпе палăраççĕ. Çав вăхăтрах Колхозная урамĕнче вĕлтĕрен иленнĕ çуртсем те пур.

Патирек ялĕ, уйрăмах Сейфутдинов урамĕ, тирпейлĕхпе палăрса тăрать.

Анат Чаткас тата Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсене кĕрекен ялсен урамĕсем хăйсен тасалăхĕпе, тирпейлĕхĕпе савăнтарчĕç. Ку, паллах, асăннă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене Л.Петрована, В.Денисова тата çак ялсенче пурăнакансене чыс кÿрет.

Статьяна вĕçлесе, çакна та хушса калас килет. Ялсенчи хăш-пĕр кил-çурт таврашĕсене вĕлтĕрен-хупах пусса илнине ял поселени пуçлăхĕсем вĕсенче никам та пурăнманнипе ăнлантарчĕç. Анчах та çак çуртсенче пурăннă çынсен ялта тăванĕсем юлнă вĕт-ха. Вĕсем çук пулсан, ку пÿрт умĕнчи хыт-хурана пĕр кÿршĕн пĕр енчен, теприн тепĕр енчен çулса тасатма та пулать-çке. Çитменнине, хыт-хура ÿссе аталанса вăрлăх сапать. Вăл вара кÿршĕсем енелле те вĕçет...



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июня 2012
00:00
Поделиться