Медицинăна халалланă пурнăç
Иван МЕДВЕДЕВ. | ||
1967 çулхи сар çу пек шăранакан илемлĕ çу кунĕсенчен пĕринче вуннăри Люба тата саккăрти Галя хăйсен килĕн хапхи умĕнче тĕрлĕ вăйăсем вылянă. Хăйсен вăййисенче пĕр тăван хĕрачасем врачăн тата учительницăн ĕçĕсенчи самантсене те сăнланă. Вĕсене айккинчен сăнаса тăнă кÿршĕри ватă карчăк чăтса тăрайман – хапха умне кăштăртатса пынă. – Люба, эсĕ – врач, Галя, эсĕ учительница пулатăн ÿссен, – сăмахланă Марье кинемей. – Çак ĕçсенчи тыткаларăшăрсем пи-и-тĕ килĕшÿллĕ тухаççĕ сирĕн. Мĕн тетĕр; Кинемей малтан каласа хунă пекех, аслă классенче вĕреннĕ çулсенче Люба – врач, Галя учительница профессийĕсем пирки ĕмĕтленнĕ. Литература урокĕсенчи уçă темăпа çырнă сочиненисенче те хĕрсем çак профессисене асăннă. Çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе вĕсем шкулта яланах «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пынă. 1977 çулхи август Л. Яковлевашăн пурнăçри телейлĕ самантсенчен пĕри пулнă – экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса Муркаш районĕнчи Тушкасси ялĕн хĕрĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студентки пулса тăнă. Вĕренĕве пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл. (Йăмăкĕ, Галя, пединститута вĕренме кĕнĕ). 1984 çулта Л.Яковлевана, врач-терапевт дипломĕллĕ специалиста Шăмăршă районĕн тĕп больницине ĕçлеме кайма направлени панă. Кунта вăл васкавлă пулăшу уйрăмĕнче врач биографине пуçланă. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Çур çултан, Оренбург облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан Çĕнĕ Тăрăн çамрăкĕпе Геннадий Яковлевпа – вăл ун чухне тăван яла отпуска килнĕ пулнă – паллашса пĕр çемьене пĕрлешсен, мăшăрĕпе пĕрле Оренбург тăрăхне пурăнма куçса кайнă. Асăннă облаçри Тюльган район больницинче Любовь Васильевна врач-терапевт должноçне йышăннă. Ĕçре тăрăшулăхпа тата професси ăсталăхĕпе палăрса тăракан çамрăк врача коллективра та, пациентсем те хисепленĕ. 1993 çулта Яковлевсем Шăмăршă районне – Çĕнĕ Тăрăна куçса килнĕ. Кунта Л.Яковлева район больницин тĕп врачĕн заместителĕнче ĕçлеме тытăннă. 4 çултан терапи уйрăмĕн заведующийĕн должноçне куçнă. Çак ĕçре паянхи кунчченех тăрăшать Любовь Васильевна. Вăл хăйĕнчен те, уйрăмра ĕçлекенсенчен те çирĕп ыйтать. Опытлă врач коллективра та, пациентсем хушшинче те хисепре. Тĕп больница руководителĕсем те ăна професси ăсталăхĕшĕн сума хураççĕ. Паллах, уйрăм заведующийĕн ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Кунта – 28 кровать-вырăн. Вĕсем хĕлĕн-çăвĕн пушă тăмаççĕ. Уйрăмра çуллен темиçе çĕр çын сипленет. Пациентсенчен кашнинех тĕплĕн тĕрĕслесе Любовь Васильевна тивĕçлĕ диагноз лартать, сиплев курсне çырать. Пациентсем сипленнĕ хыççăн ăшă тав сăмахĕсем каласа хăварни заведующие те, медсестрасене те чунтан савăнтарать, малалла та чăтăмлăн ĕçлеме вăй-хăват парать. Медсестрасем те – ĕçре пысăк опыт пухнă специалистсем. Е.Кочкомазова аслă медсестра, З.Ефимова, Н.Захарова, И.Паймина, Л.Иванова, З.Надюкова 20-шер çул ытла ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Заведующи тата медсестрасем пĕр-пĕрне лайăх ăнланса ĕçлени чирлисене сиплессинче ăнăçу кÿрет. Л.Иванова, Л.Полякова, Е.Егоровапа Н.Тихонова санитаркăсем тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ. – Мана, сасартăк йывăр чирлесе ÿкнĕскере, ĕнер васкавлă пулăшу машинипе районти больницăна илсе килчĕç, – терĕ Карапай Шăмăршăри ĕç ветеранĕ З.Никитина. – Любовь Яковлева заведующи тата медсестрасем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç, тÿрех тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕç. Çакна пула эпĕ хама паянах чылай çăмăлрах туйма пуçларăм. – Ку уйрăма эпĕ çуллен тенĕ пек сипленме килетĕп, – хутшăнчĕ калаçăва Патирекри пенсионерка Г.Каленова. – Любовь Васильевна пултаруллăн ертсе пыракан коллектив чирлисене эмелпе те, сăмахпа та сипленине палăртас килет. Хăйсен ĕмĕрне вăрăмлатма пулăшнăшăн çак хĕрарăмсем уйрăмри медицина ĕçченĕсене чĕререн тав тунине асăнчĕç. Паллах, реконструкцилесе çĕнетнĕ терапи корпусĕ халĕ питĕ илемленнине, сиплев ĕçĕ валли условисем лайăхланнине те кăмăллăн палăртрĕç пациентсем. Пархатарлă ĕçшĕн Л.Яковлевана Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Мăшăрĕпе, Геннадий Петровичпа, 3 ача ÿстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кукашшĕпе кукамăшне икĕ мăнук тулли савăнăç кÿрсе тăрать. Çак кунсенче Л.Яковлева хăйĕн 55 çулхи юбилейне палăртрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна савнă мăшăрĕ, юратнă ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. | ||
|