Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ÿсĕмсем куç умĕнчех

ÇУЛТАЛĂК пуçланнăранпа пилĕк уйăх хыçа юлчĕ те ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн ахаль иртмен çак тапхăр: çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттернĕ выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарса кĕтĕве кăларнă. Фермăсенче çитĕнÿсем те çук мар.

Кăçалхи пилĕк уйăхра районĕпе 1162 тонна сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак шайран пысăкрах ку кăтарту. Ĕнесен сĕт антараслăхĕ ÿсни те курăнать: кашни ĕнерен 1816 килограмшар е иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен çичĕ процент ытларах продукци илнĕ. Ку тĕлĕшпе «Исток» ООО, «Восход» СХПК, «Мир» ЗАО, «Искра» СХПК, «Шанс» ООО начар мар ĕçленине палăртмалла. Ĕне сăвакансенчен чи лайăххисен шутĕнче паян «Исток» ОООри Е.Львовапа Н.Герасимова, «Восход» СХПКри Р.Лукиянова, «Искрăри» А.Чернова, «Мир» хуçалăхри Г.Фейзрахманова.

Кăçал аш-какай туса илесси те ÿснĕ. Районĕпе илсен, ку кăтарту 157,5 тоннăпа танлашать. Аш-какай туса илессипе «Исток», «Карлинская «Агрофирма», «Шанс», «Восход», «Искра» тата «Мир» ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

Витесем те пушă тăмаççĕ. Сăмахран, «Исток», «Карлинская «Агрофирма», «Шанс», «Восход», «Искра», «Мир» хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен, «Колос» тата «Восход» хуçалăхсенче сыснасен шутне ÿстернĕ.

Çамрăк выльăхсем илес енĕпе те ÿсĕмсем пур. Кăçал пăрусем те, сысна çурисем те пĕлтĕрхинчен ытларах. Тихасене вара иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен тăватă хут нумайрах илнĕ. Ферма ĕçченĕсенчен паян «Исток» ОООри П.Родионов конюх, Н.Кавалеров сурăх пăхакан, Е.Терентьева пăру пăхакан, «Восход» СХПКри Г.Ухтияров конюх, Н.Кузьмина сысна пăхакан, «Искра» СХПКри Г.Цыганова пăру пăхакан, Т.Толстова ама сысна пăхакан, «Мир» ЗАОри О.Верьялова ама сысна пăхакан хастар ĕçлеççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх самăртакансем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. А.Поворов («Искра»), В.Тимофеев («Исток»), М.Тизяков («Мир»), А.Козлов («Восход»), В.Антонова («Шанс») самăртакан вăкăрсемпе сыснасен талăкра ÿт хушаслăхĕ уйрăмах пысăк.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç условийĕсем те лайăхланаççĕ. Акă, «Искра» СХПКри ĕне витине реконструкцилесе модернизациленĕ, сĕт пăрăхĕ, «Исток» ОООра ĕнесене сумалли залра ĕнесене кăкармасăр тытмалли оборудовани вырнаçтарнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июня 2012
00:00
Поделиться