Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тава тивĕçлĕ врач

Шăмăршăри Лесная урамĕнче пурăнакан Н.Сергеева каçхине çемçе кресло çине ларчĕ те шухăша кайрĕ. Калама кăна: ыран вăл 50 çул тултарать вĕт-ха. Мĕнле калас, пурнăçра хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт çитнĕ темелле... Надежда Михайловна шкафа уçса çемье албомне илчĕ те васкамасăр унти сăн ÿкерчĕксене пăхкалама пуçларĕ. Акă вăл, тĕксĕм çивĕтлĕскер, Шăмăршă шкулĕнчи вăтам классенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче хаваслăн кулкаласа тăрать. Тепĕр сăн ÿкерчĕке вара шкулти выпускной балра ÿкерттернĕ. Малта – пĕтĕм пурнăç, çутă ĕмĕтсем, çирĕп тĕллевсем. Энтĕрьел хĕрĕ медицина институтне вĕренме кĕресси, санитари врачĕ пуласси пирки ĕмĕтленсе пурăннă. Виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре Надежда Кашкарова (хĕр чухнехи хушамачĕ) кăмăллăн пăхса ларать. Тĕпчевлĕрех пăхсан кăштах мăнаçлăх пурри те сисĕнет. Ара, хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлассинче вăл пирвайхи утăмсем тунă-çке-ха, Уфари медицина институтĕнче пĕрремĕш курсра вĕреннĕ... 1981 çулта мал ĕмĕтлĕ Энтĕрьел хĕрĕ Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнче экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса гигиенăпа эпидемиологи врачĕсене хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕнĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă Надежда, хăйсен группинче культура секторĕшĕн яваплă пулнă. 1987 çулта врач дипломне илсен ăна, аслă пĕлÿллĕ специалистсем кирлине шута илсе, тăван районах ĕçлеме янă. Малтанласа Надежда Михайловна Шăмăршăри санитарипе эпидемиологи станцийĕнче врач-бактериологра ĕçленĕ. Ĕçре тÿрех тăрăшулăхпа палăрнă. 1989 çулта Надежда Михайловна пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – вăл Кивĕ Шăмăршăн ĕçчен те сăпайлă йĕкĕчĕпе, "Сельэнерго" предприяти мастерĕпе Валерий Сергеевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Професси ăсталăхне тата организатор пултарулăхне кура ăна 1991 çулта районти патшалăх санэпиднадзор центрĕн тĕп врачĕ пулма çирĕплетнĕ. 2001 çулта – Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен, 2003 çулта Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсен тĕп санитари врачĕнче ăнăçлă ĕçлесе пынă. 2005 çулхи пуш уйăхĕнче Н.Сергеевана тата яваплăрах должноçа куçарнă – Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел территори пайĕн начальникĕ пулма уйăрса лартнă. Надежда Михайловна Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕшĕн яваплă. Çак пысăк должноçра паянхи кунчченех вăй хурать вăл, хăйĕн тивĕçĕсене яланах туллин пурнăçласа пыма тăрăшать. Уйрăм предпринимательсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем Раççей Федерацийĕн санитарипе эпидемиологи законодательствине çирĕп пурнăçлаччăр, пасарсенче, лавккасенче потребительсен прависем шанчăклă хÿтлĕхре тăччăр, халăх хушшинче тĕрлĕ йышши инфекци чирĕсем ан сарăлччăр, начар пахалăхлă апат-çимĕçпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе тата ытти енĕпе тимлесе, Н.Сергеева ертсе пынипе, коллектив çине тăрса ĕçлет. Республикăн кăнтăр районĕсенчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ чылай лайăхланнă. Паллах, коллектив профилактика ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрать. Н.Сергеева хăйĕнчен те, коллективран та çирĕп ыйтать. Вырăнлă та тĕрĕс йышăнусем туни, организацилле мерăсене вăхăтра тата пĕр тикĕс пурнăçласа пыни хĕрарăм-руководителе ăнăçу тата илем кÿрет. Пархатарлă ĕçшĕн Надежда Михайловна "Чăваш республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Халăх сывлăхне сыхлас енĕпе чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министерствин, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Хисеп грамотисемпе, РФ сывлăх сыхлавĕн отличникĕн знакĕпе чысланă. ЧР Президенчĕн Тав çырăвĕ те тирпейлĕн упранать çемье архивĕнче. Надежда Михайловнăпа Валерий Анатольевичикĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Анастасия кăçал Мускаври кооператив институтне пĕтерет. Елена – Хусанти медицина университетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Н.Сергеева хăйĕн 50 çулхи юбилейне палăртать. Унăн туслă çемйи, тăванĕсем, ĕçтешсем çумне хутшăнса Надежда Михайловнăна çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр, руководитель ĕçĕнче малашне те ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 мая 2012
00:00
Поделиться