Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Баскакра та пур музей...

ÇАПЛА, çапла: халĕ вăрман варринчи Баскак поселокĕнче те музей пур. Вăл – пĕр тăван Мадуровсен Çурт-музейĕ. Вăл çак поселокрах çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Федор Иванович Мадуров скульптор хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тунă кунсенче уçăлнă. Музей экспозицийĕсем Мадуровсем çуралнă çуртра вырнаçнă. Çурт-музей чăннипех илемлĕ те илĕртÿллĕ вырăнта – "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн территорийĕнче. Сăмах май, Федор Иванович – шăпах çак парка йĕркелесе ярас шухăша пуçарса яракансенчен, ку ĕçе хастар хутшăнакансенчен пĕри. Унăн тетĕшĕ вара, Василий Иванович – СССР ракета çарĕсен конструкторсен бюровĕн руководителĕ пулнă. Музейра ял пурнăçĕпе йăли-йĕркисен интерьерне анлăн кăтартса панă. Кунтах паллă скульптор хăй аллипе ăсталанă ĕçсемпе те паллашма пулать. Вĕсен шутĕнче – Василий Ивановичăн бюсчĕ. Автор хăйĕн ĕçне çывăх тăванне юратса пурнăçлани куç кĕретех. Музейра ытти экспонатсем те вырăн тупнă, вĕсен кашнин хăйĕн вырăнĕ, хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Музей – аваллăх историйĕн управçи çеç мар. Малашне вăл пултарулăх тĕл пулăвĕсем ирттермелли вырăн пуласси халех пĕрре те иккĕлентермест.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 мая 2012
00:00
Поделиться