Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Операци малалла пырать

ЧĂВАШ Республикинчи техника тĕрĕслевĕн патшалăх инспекцийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта та "Уйрăм çын – 2012" профилактика операцийĕ пырать, вăл çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен тăсăлать. Халĕ ялсенче килте тĕрлĕ маркăллă тракторсем, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника тытакансем йышлă. Мотоблоксем туянакансем те нумайланчĕç. Операци вăхăтĕнче шăпах вĕсем мĕнлерех шайра пулнине, юсавлăхне тĕрĕслетпĕр. Вĕсен техника документацийĕ пур-и тата; Техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларса ятарлă учета тăратнă-и; Трактор рулĕ умне правасăр ларма юрамасть, çула тухсан та çак документ, тракторăн техника паспорчĕ çумрах пулмалла. Чи кирли – хăрушсăрлăх техникин тата çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни. Пĕр сăмахпа, пур çĕрте те йĕрке кирлĕ. Техника хăйне пăхнине, юратнине те манмалла мар. Йĕрке тенĕрен, хăш-пĕр çĕрте килте хăй тĕллĕн çÿрекен техника тытакансем хушшинче хăшĕсем ăна пăхăнсах кайманни те тĕл пулкалать. Операци пынă вăхăтра çакнашкал тĕслĕхсем палăрчĕç. Хальхи вăхăтра уйрăм çынсем тытакан тракторсемпе вĕсен прицепĕсем районта 269 единица утланаççĕ, операци пуçланнăранпа вĕсенчен 103-шне тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 20 çын тупăнчĕ, вĕсене пурне те административлă майпа ответ тыттарнă, пурĕ 2400 тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр çынсен тракторист-машинист удостоверенийĕсен срокĕ тухнă, апла пулин те вĕсем ăна улăштарма васкамаççĕ. Мотоблоксем йышланни пирки маларах асăнтăмăр-ха. Унпа та йĕркене пăхăнса усă курмалла. Вăл – асфальтлă çулпа çÿремелли мар. Ăна ачасене шанса пама та юрамасть.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 мая 2012
00:00
Поделиться