Тасалăхпа тирпейлĕх – хамăршăн
ШĂМĂРШĂРИ "Ромашка" ача сачĕн ĕçченĕсем, унта çÿрекен ачасем, вĕсемпе пĕрле шкул ачисем те Новая урамра субботник йĕркеленĕ. Çавăн пекех вĕсем масар таврашне те тирпейленĕ. Çÿп-çаппа тулса ларнă контейнерсене те тасатнă. Пурте тăрăшса ĕçленĕрен тавралăха илем кĕнĕ. Çакнашкал субботниксене пурин те хутшăнмалла. Хамăр пурăнакан тăван кĕтесе яланах тасалăхра тытмалла. Тасалăхпа тирпейлĕхре пурăнни хамăршăнах аван. Çавăнпа та ăçта çитнĕ çавăнта ăпăр-тапăра пăрахса варалас марччĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"