Пучахсем тулли пуласса шанса
ÇУМĂРСЕМ çуса чăрмантарман пулсан "Колос" Агрофирмăра çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акас ĕç вĕçленсе те пымаллаччĕ ĕнтĕ. Анчах çанталăкпа тавлашаймăн – вăл хăйĕннех тăвать. – Виççĕр гектара яхăн тулă акма ĕлкĕртĕмĕр-ха, – тет хуçалăх ертÿçи В.Захаров. – Ака агрегачĕсем вара кăçал 850 гектар хыçа хăвармалла. Çанталăк уяртасса куç пек кĕтет А.Петов механизатор. Виçĕ сеялкăллă агрегата кăçал та ăнах шанса панă. Паллах, опычĕ пысăк пулнине шута илнĕ ĕнтĕ. Сеяльщиксем те шанчăклă çынсем: Р.Федоров, Н.Юманов тата В.Борисов ĕçре тăрăшуллă та вăр-вар. Вăрлăх турттаракан В.Петровпа О.Захаров водительсем енчен те чăрмавсем çук. Вăрлăхсем тенĕрен, вĕсем пурте пĕрремĕш репродукциллисем, йăлтах имçамланă. Вăхăтра сÿрелесе хăварнăран хуçалăхра кĕр калчисем те лайăх çĕкленеççĕ. Ку ĕçе А.Даниловпа С.Кузьмин пурнăçланă. Нÿрĕк тытнă çĕрте П.Захаров механизатор пуçаруллă. Н.Захаров вара акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте тăрăшуллă. Ака агрегачĕ хыççăн Н.Тимофеевăн катоксем çаклатнă "хурçă учĕ" хире тухать. Пур ĕçе те вăхăтра, агротехникăна пăхăнса пурнăçласан çеç кĕркунне пучахсем тулли пуласса лайăх чухлаççĕ "Колосра". – Ака-суха ĕçĕсене хутшăнакансене туллин хавхалантарма палăртнă, – тет В.Захаров ертÿçĕ. – Çавăнпа кашниех ответлăха туйса ĕçлет. Хуçалăхра тÿр пилĕксемшĕн вырăн çук. Çĕр ĕçченĕсем поварсен ĕçĕпе те кăмăллă. Икĕ Галина – Андреевапа Осипова хатĕрлекен вĕри апат вăй хушать, тата тăрăшуллăрах пулма хистет.