Маларах тÿлеççĕ
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх çывхаракан уяв кунĕсем почта тата банк ĕç-хĕлне улшăну кĕртеççĕ. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем пенси укçипе çак кунсенче тивĕçтереççĕ: çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче – çу уйăхĕн 3 тата 4-мĕшĕсемшĕн; çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче – çу уйăхĕн 5 тата 6-мĕшĕсемшĕн; çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче – çу уйăхĕн 6 тата 7-мĕшĕсемшĕн; çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче – çу уйăхĕн 8 тата 9-мĕшĕсемшĕн. Перекет банкне патшалăх пулăшăвне тивĕçекенсене тÿлемелли укçана çу уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче валеçмешкĕн – 4-11-мĕшĕсемшĕн çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче куçараççĕ. Кредит учрежденийĕ укçана пенсионерсен счечĕ çине хывнă хыççăнах илме май килет. Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пенсие яланхи графикпа валеçеççĕ.