Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тасалăх – курса савăнмалăх

ЯЛСЕНЧИ тирпей- илем – хамăршăнах. Тасамралăх, йĕркесĕрлĕх вара пурин кăмăлне те хуçать. Çак çитменлĕхсене пĕтерес, тăван тавралăха йĕркене кĕртес тĕлĕшпе районта ятарлă уйăхлăх пырать, вăл майăн 1-мĕшĕччен тăсăлать. Ĕнер районта массăллă субботник иртрĕ. Ялсенче пурăнакансем хăйсем пурăнакан урамсене, тавралăха çÿп-çапран тасатрĕç. Çак ĕçе район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансем те активлă хутшăнчĕç.




"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2012
00:00
Поделиться