Марафон вĕçленмен-ха, малаллах пырать
Республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ малаллах пырать. Кунран-кун район пухмачĕ тулнăçем тулать. Организацисем, предприятисем, учрежденисем, ял поселенийĕсем хастарлăх кăтартма пуçларĕç.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне районта 180 598 тенкĕ пухăннă. Районти тĕп больница – 21470, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ – 7400, Карапай Шăмăршăри «Психикăпа неврологи центрĕ» – 6580, Карапай Шăмăршă шкулĕ – 6050, «Шăмăршă коопторгĕ» ООО – 6000, Раççей Перекет банкĕн Шăмăршăри филиалĕн 7507Ÿ093 номерлĕ хушма офисĕ – 3700, Шăмăршă лесничестви – 3000, 42 номерлĕ пушар чаçĕ – 2900 тенкĕ уйăрнă. Предпринимательсене асăнас пулсан, Л.В.Корчаков, В.А. Любимов – 2000-шер, Р.Г.Сатеева, О.А. Хлюкин, А.Н. Романова, Е.В. Кудряшов, А.В. Воробьев – 1000-шер тенкĕ куçарнă. Список çак çынсемпе вĕçленмест-ха. Енчен те кам та кам ыр кăмăллăх марафонне хутшăнма ĕлкĕреймен, вĕсен çак ĕçе ырана хăварас марччĕ. Ырă туни ырăпах таврăннине асра тытасчĕ.