Яланах юрлаччăр кайăксем
Таврара – çуркунне: çут çанталăк вăраннă чи илемлĕ те савăк вăхăт. Вĕçен кайăксем те вĕçсе килеççĕ – тăван тавралăх вĕсемшĕн те яланах çывăх. Çунатлă туссен юррисемпе вара çуркунне тата илемлĕрех, илĕртÿллĕрех. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир апрель пуçламăшĕнче кашни çулах Кайăксен кунне паллă тăватпăр. Çак уяв тĕнче пĕлтерĕшлĕ шутланать, вăл 1906 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнченпе пырать. Пирĕн çĕр-шывра вара ăна 1924 çулта палăртма тытăннă. Паллă çынсем те хутшăннă унта. В.Маяковский поэт, сăмахран, вĕçен кайăксене халалланă плакатсем ÿкернĕ.
Юлашки çулсенче Кайăксен кунĕ экологи календарĕнче тĕп уявсенчен пĕри шутланать. Пур çĕрте те тенĕ пекех ăна кĕтсе илме чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ пирки те çакнах каламалла. Ку тĕлĕшпе кунта вăй хуракансем интереслĕ викторинăсемпе калаçусем йĕркелеççĕ.
Кайăксен кунне кĕтсе илме чи малтан "Аленушка" ача садне çÿрекенсем хатĕрленсе çитрĕç. "Чи лайăх шăнкăрч вĕлли" конкурса та хастар хутшăнчĕç вĕсем. Пĕчĕккисем валли наци паркĕнче "Яланах юрлаччăр кайăксем" экологи уявĕ асра юлмалла иртрĕ.
Кайăксен кунĕ – пĕр кунлăх уяв çеç пулса ан юлтăр тетпĕр эпир. Çунатлă туссене яланах пирĕн тимлĕх, хÿтлĕх кирлĕ. Шăпах çакăн çинчен каласа ăнлантаратпăр та ĕнтĕ ачасене, вĕсене çут-çанталăка, вĕçен кайăксене сыхлас юхăма анлăрах явăçтарма тăрăшатпăр. Шăнкăрч вĕллисем, ытти кайăксем валли йăвасем ăсталани, чĕпсем кăларнă вăхăтра йăвасене асăрхаса тăни – çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ илеме юратма хăнăхасси. Ÿкнĕ чĕпĕсене йăвасене хуни те – пархатарлă пулăм.
Çуркунне тĕрлĕрен кайăксен юррипе илемлĕ. Апла пулсан, юрлаччăрах вĕсем, пире савăнтарччăр.