Шăмăршăсем – иккĕмĕш
ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА пулса иртнĕ ăмăртура – 23 çула çитичченхи дзюдоистсен Чăваш Ен чемпионатĕнче – Шăмăршăри вăтам шкулта вуннăмĕш класра вĕренекен Виçпÿрт Шăмăршă йĕкĕчĕ Артем Егоров тăхăр вунă килограма çитичченхи виçере иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех спорт ветеранĕсем хушшинче дзюдо енĕпе республика чемпионатĕнче тăхăр вунă килограмран ытларахри виçере ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Александр Ичанкин та кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"