Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăван чĕлхе – анне чĕлхи...

Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Чăвашлăха упракан çынсем пурăнаççĕ Пуянкасси ялĕнче. Шкулта ачасене тăван чĕлхе вĕрентекен Людмила Краснова асатте-асаннесен каларăшĕсене, ваттисен сăмахĕсене çамрăк ăру патне çитерме тăрăшать. Людмила Петровнăн пултарулăхĕ сăмахпа мар, курăмлă ĕçсемпе савăнтарать. Шкулта вĕренекен ачасем темиçе çул ĕнтĕ районта кăна мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çак кунсенче республикăра иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче Л.Краснован вĕренекенĕ Марина Петрова 9-мĕш классем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Людмила Петровнăпа Маринăна пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 февраля 2012
00:00
Поделиться