Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕкленеççĕ çĕнĕ çуртсем

Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче ĕçчен те харсăр çынсем пурăнаççĕ. Çурчĕсене те пĕринчен тепри чаплăрах тума тăрăшаççĕ. Кермен пек çуртсем яла илем кÿреççĕ.

Акă Анатолий Петьков Карапай Шăмăршăри Калинин урамĕнче пĕлтĕр йывăçран илемлĕ çĕнĕ çурт хăпартса лартрĕ. Кăçал ăшне кĕме ĕмĕтленеççĕ.

Советсен урамĕнче пурăнакан Юрий Поликарпов, Çĕнĕ Тăрăнти Петр Андреевпа Александр Димитриев кирпĕчрен хушма çуртсем (пристрой) туса пурăнмалли лаптăка чылай пысăклатрĕç. Хушма çурт тăвакансем тата та пур.

Çакă савăнтарать: çурт лартакансем, хуралтисене çĕнетекенсем хушшинче çамрăк çемьесем сахал мар. Эппин, ялсен малашлăхĕ пур, çамрăксем аслă ăру çыннисен ырă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 февраля 2012
00:00
Поделиться