Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Маттур эсир, ачасем, пехил сире...»

ÇАК сăмахсене Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти Тимур отрячĕнчи ачасем кашни кунах илтеççĕ. Пуçламăш классен учителĕ Н.И. Полякова ертсе пынипе вĕсем Çĕнĕ Тăрăнти Валентина Николевна Петрова ĕç ветеранне, 7-мĕш класс руководителĕ Г.В. Кузьмина ертсе пынипе Карапай Шăмăршăри Мария Васильевна Уркова пенсионеркăна, 6 тата 7 классенче вĕренекенсем Т.А. Степанова аслă вожатăйпа Г.В. Кузьмина учительница ертсе пынипе Сарра Пантелеймоновна Амосова ĕç ветеранне кил картинчи тата хапха умĕнчи юра тасатма пулăшаççĕ.

Тимуровецсем пирки ялта ырă сăмахсем çеç калаççĕ, ватă çынсем вара вĕсене тав туса та пĕтереймеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 января 2012
00:00
Поделиться