Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ертÿлĕх улшăннă

"Единая Россия" партин Чăваш регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский хăйне çак ĕçрен хăтарма ыйтса çырнине партин Генеральнăй канашĕн Президиумĕ тивĕçтернĕ, асăннă вырăна Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутатне, парламентăн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне Николай Малова сĕннĕ. Регион политканашĕн январĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Николай Владимирович кандидатурине тĕплĕн тишкерсе çирĕплетнĕ. Николай Владимирович Михаил Алексеевича партин регион организацине нумай çул тăрăшуллă ертсе пынăшăн тав тунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 января 2012
00:00
Поделиться