Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултаруллă çамрăксене стипенди

Вĕренÿре, бизнес-проектированире, наука, творчество, производство, управлени ĕçĕсенче чылай çитĕнÿ тунă республикăри 1000 хĕрпе каччăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çулталăк тăршшĕпе уйăхра 1830 тенкĕ стипенди памалли распоряжени çине алă пуснă.

Пирĕн районтан стипендиатсем хушшинче – Наталия Богатнова, Пуянкасси ял поселенийĕн çамрăксен канашĕн ертÿçи, Алмаз Садретдинов, "Мир" ЗАО экономисчĕ, Алина Ларионова, Мария Семенова, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, Елена Столярова, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 января 2012
00:00
Поделиться