«Ай, юрлар-и...»
НОЯБРĔН 26-мĕшĕнче Шупашкарта халăх юррине юрлакансен регионсем хушшинчи Ираида Вдовина ячĕллĕ конкурсĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕ пулнă. Унта пирĕн районти Васан ял поселенийĕнчи Нина Алякина тата Кивĕ Чукал ял поселенийĕнчен Татьяна Малеева хутшăннă.
Нина Алякина Ираида Вдовина репертуарĕнчи «Сăхман тăхăнманнине мĕн тăхăнас-ха ман» юрра юрласа I степень Диплом илме тивĕçнĕ. «Шур-шур урлă» юрă шăрантарнă Татьяна Малеева та – конкурс дипломанчĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"