Икĕ Кубок, икĕ Диплом...
РЕСПУБЛИКĂРА «Çамрăксен чи лайăх Канашĕ» конкурсăн тĕрлĕ номинаципе иртнĕ тупăшăвне Пуянкасси ял поселенийĕ çумĕнчи çамрăксен Канашĕ те хутшăннă.
Çамрăксен 14 Канашĕ хушшинче пирĕн ентешсем «Ял поселенийĕнчи чи лайăх çамрăксен Канашĕ» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Çамрăксен Канашĕн чи лайăх председателĕ – 2011» номинацире те Наталия Богатнова – виççĕмĕш. Çапла вара район чысне хÿтĕлекенсем икĕ Кубокпа икĕ Диплома тивĕçнĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"