Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Флюрографи – чирсене тупса палăртмалли меслет

НУМАЙ ÿпке чирĕсем малтанхи тапхăрта хăйсем çинчен систереççĕ, уйрăмах çак чирсен шутне туберкулез тата рак чирĕсем кĕреççĕ.

Туберкулезпа чирлĕ çынсем врач патне пулăшу ыйтма мĕншĕн çийĕнчех пымаççĕ-ха; Сăлтавĕ акă мĕнре. Чир пуçламăшĕнче çынсем хăйсене лайăх туяççĕ: вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ, спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Кун пек чухне вĕсем, паллах, хăйсем чирлине сисмеççĕ. Сăн-питрен те сывах курăнаççĕ. Туберкулез чирĕ хăйне ăнсăртран палăртсан - ÿпкерен юн кайма пуçласан е юнлă сурчăк тухсан кăна вĕсем врач патне пулăшу ыйтма пыраççĕ.

Туберкулезпа чирлĕ çын часах ывăннине туя пуçлать, вĕсем вăйран каяççĕ, хăвăрт тарлаççĕ, ÿт температури ÿсме пултарать, ÿсĕрттерет, апат анасси начарланать.

Туберкулез чирĕ вăрттăн иртнине тупса палăртас ĕçре флюрографи меслечĕпе тĕпчени нумай пулăшать. Çакнашкал тĕпчеве 15 çулхисенчен пуçласа ирттереççĕ. Тĕрĕслев витĕр çулталăкне пĕр хутчен кашнийĕнех тухмалла. Ÿпкери питĕ пĕчĕк улшăнусем те флюрографи ÿкерчĕкĕнче уççăн курăнаççĕ.

Ÿпке туберкулезĕпе чирлĕ çынсем сывă çынсемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, апчху тунă чухне сурчăк пĕрчисемпе туберкулез палочкисене кăларать, вĕсем сывă çынна лекеççĕ, ăна сиенлеççĕ. Туберкулез чирлĕ çын усă курнă япаласем урлă та сывă çынна ерме пултарать.

Октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа районта Шупашкарти туберкулезпа кĕрешекен диспансертан килнĕ медицина ĕçченĕсен бригади ĕçлет. Вĕсем районти кашни ялах çитсе çынсене флюрографи тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ.

Хисеплĕ район çыннисем! Хăвăрăн сывлăхăра тĕрĕслесси çинчен манса ан кайăр. Флюрографи - туберкулеза пуçламăш тапхăрта тупса палăртмалли меслет. Тĕрĕслев хыççăн врач чĕнтерсен, ун патне тăхтаса тăмасăр çитме васкăр. Вăраха кайман туберкулезран сывалма çăмăлрах.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 ноября 2011
00:00
Поделиться