Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Салтак ячĕ – хисеплĕ ят

ЧĂВАШ Республикин çар комиссариачĕн разнарядкипе килĕшÿллĕн, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен кăçалхи кĕрхи призывра пурĕ 120 çамрăка çар службине ямалла. Службăна кайма тивĕçлĕ йĕкĕтсенчен чылайăшĕ районти çар-медицина комиссийĕ витĕр тухрĕç те ĕнтĕ. Ыттисем çак кунсенчех комиссире пулаççĕ. Октябрĕн 24-мĕшĕнче призывра салтака каймаллисен сывлăхне республикăри çар-медицина комиссийĕнче тĕрĕсленĕ. Призывниксене повестка паратпăр, унта хăш кун призыв пунктне ăсатмаллине палăртатпăр. Призывниксен ушкăнĕсене Канаша леçмелли план-график туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи çамрăксен пĕрремĕш ушкăнне ноябрĕн 8-мĕшĕнче, ытлари кун, призыв пунктне ăсататпăр. Малтан палăртнă тăрăх, призывниксен юлашки ушкăнне Канаша декабрĕн 23-мĕшĕнче леçмелле. Çамрăксене призыв мероприятийĕсене вăхăтра килме сĕнетпĕр. Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси – кашни арçыннăн хисеплĕ тивĕçĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 октября 2011
00:00
Поделиться