Ешерĕç çамрăк хунавсем
РАЙОНТА "Йывăç ларт та ăна упраса ÿстер" акци вĕçленчĕ. Октябрь уйăхĕн тăршшĕпе çырма-çатрасен хĕррипе, парксемпе скверсене çĕр-çĕр йывăçпа тĕм лартнă, çак пархатарлă ĕçе ватти-вĕтти таранах хутшăннă. Иртнĕ эрне вĕçĕнче район администрацийĕнче ĕçлекенсем хăйсене çирĕплетсе панă лаптăк çинче йывăçсем лартрĕç. Хавхаланса ĕçлесе, каç пуличчен мĕн палăртнине туллин пурнăçларĕç. – Кĕркуннехи акци вăхăтĕнче эпир ытларах туя, çăка тата шĕвĕр çулçăллă вĕрене йывăççисене лартма тăрăшрăмăр, – терĕ район администрацийĕн экологĕ Виталий Давыдов. – Халĕ тĕп тĕллев – мĕн лартнине упраса ÿстересси. Шучĕшĕн мар, ĕç пахалăхĕшĕн тăрăшмалла пирĕн.
"Шăмăршă хыпарĕ"