Республикăра чи лайăххи
ПĔТĔМ тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ тĕлне Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви республикăри чи лайăх шкул библиотекисене палăртас тĕллевпе конкурс ирттернĕ. Унта хутшăнса Шăмăршăри вăтам шкул библиотеки (библиотекарĕ Раиса Васильевна Федотова) "Ял шкулĕсенчи чи лайăх библиотека" номинацире çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, Раиса Васильевна районти шкул библиотекарĕсем хушшинче чи лайăх ĕçлекенни шутланать, çамрăксен наставникĕ. Унăн ĕç опычĕпе кÿршĕ районсенчен килсе те паллашаççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"