Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Палласа илнĕ – хаçатлă пулнă

"ХЫПАР" хаçат иртнĕ уйăхри пĕр номерте республикăри паллă çынсенчен пĕрин çамрăк чухнехи сăн ÿкерчĕкне пичетленĕччĕ, ăна палласа илекенсем хушшинче лотерея ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Шăмăршăра пурăнакан М.Захаров та хутшăннă унта. Сăн ÿкерчĕкре вăл хăй лайăх пĕлекен, Етĕрне айонĕнчи "Ленинская искра" колхоз председателĕ пулнă А.Айдака тÿрех палласа илнĕ. Сăмах май, Михаил Иванович хăй те нумай çул "Шемуршинский" совхоз директорĕнче ĕçленĕ. Çак хушăра (унччен маларах та, каярах та) вăл Аркадий Павловичпа пĕрре мар тĕл пулса калаçнă, юлташлă пулнă темелле. Халĕ те çаплах. Çак кунсенче "Хыпар" редакцийĕ лотерея çĕнтерÿçисене палăртнă. Вĕсен хушшинче М.Захаров та пур. Редакци ăна çур çуллăха "Сывлăх" хаçат çырăнса панă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 октября 2011
00:00
Поделиться