Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кивĕ Чукал шкулне – çĕнĕ автобус

РЕСПУБЛИКĂРИ шкулсем çĕнĕ автобуссемпе çулсеренех пуянланса пыраççĕ. ПАЗ маркăллă сарă тĕслĕ транспортсенчен пĕри çак кунсенче пирĕн района та çитрĕ. Ăна Кивĕ Чукал шкулне уйăрса панă.

Ачасене турттармалли ятарлă транспортра мĕн кирли пурте пур. Салонра 22 вырăн, кашнинех хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе тивĕçтернĕ, шкул сумккисем валли ятарлă çÿлĕк вырнаçтарнă, "Чарăнма ыйтатăп" кнопка тата ытти те пур.

Çĕнĕ автобуса пысăк опытлă Михаил Крикин водитель çÿреттерет. Унпа пĕрле яланах çула социаллă педагог тухать.

Телейлĕ çул пултăр яланах саншăн, шкул автобусĕ!

 


"Шăмăршă хыпарĕ"
12 октября 2011
00:00
Поделиться