Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Професси ăсталăхĕ – малти вырăнта

Хальхи условисенче учительсен професси ăсталăхĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Педагогсен 75,5 проценчĕ квалификаци категорийĕсене тивĕçнĕ. Шкулсенчи педагогсен 95 проценчĕ курссенче пулса хăйсен професси пĕлĕвне ÿстернĕ. Учитель-предметниксен сетьлĕ методика интернет-пĕрлешĕвĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать. Шкулсенче пĕрлĕхлĕ электронлă карточкăсемпе, электронлă расписанисемпе, журналсемпе тата дневниксемпе усă курасси вăй илсех пырать.

2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 1-мĕш классенче учительсем федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕн программипе ĕçлеме пуçларĕç. Пуçламăш классенчи учительсем çак стандартпа ĕçлеме ятарлă курссенче пулчĕç. Классене çĕнĕ требованисемпе килĕшÿллĕн хатĕрлесе çитернĕ. Пĕтĕмĕшле пуçламăш пĕлÿ памалли программăсене паянхи кун ыйтнă пек хатĕрленĕ, çирĕплетнĕ.

Педагогсен ĕçри çитĕнĕвĕсем ачасен вĕренÿ результачĕсенче уççăн палăраççĕ. 2011 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменне вăтам шкулсенчи 127 выпускник тытнă. Обязательнăй предметсен (вырăс чĕлхи тата математика) результачĕсем 53,25 балпа танлашаççĕ (республикăн кăтартăвĕ – 56 балл). 15 выпускник 80 балл илнĕ. 9 класс пĕтернĕ 220 выпускника тĕп пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат панă.

Хальхи условисенчи вĕрентÿ политикинче воспитани тата хушма пĕлÿ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2010Ÿ11 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче вĕренекенсен 79,2 проценчĕ хушма пĕлÿ илнĕ. 2005 çулхипе танлаштарсан, ку вăл 25 процент нумайрах.

Вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника ни-кĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тĕллевлĕн ĕçлесе пырать. 2006 çултан пуçласа, тĕрлĕ йышши программăсемпе проектсене пурнăçласа пынă май, район патшалăхăн хушма пулăшăвне – субсидисемпе субвенцисем, оборудовани, шкул сĕтел-пуканĕ, учебниксем, автобуссем тата ыттине – пурĕ 22,8 миллион тенкĕлĕх – илнĕ. Пур шкула та компьютер оборудованиллĕ вĕренÿ класĕпе, 58 процентне интерактивлă оборудованипе ти-вĕçтернĕ. 7,7 вĕренекен пуçне пĕр компьютер тивет.

Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса лайăх результатсемпе палăрни педагогсен професси ăсталăхне кăтартать. Вĕрентÿ системинчи учитель-лидерсемпе эпир тивĕçлипе мухтанатпăр. Акă Шăмăршă вăтам шкулĕнчи М.А.Шамеева "Чăваш Енри чи лайăх учитель – 2011" конкурсра "Манăн професси – манăн шăпа" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Марина Анатольевна педагогсен пысăк династине малалла тăсса пырать (династин пĕтĕмĕшле стажĕ – 400 çул).

Палтиел вăтам шку-лĕнчи биологи учителĕ И.Р. Валиев "Биологи учителĕн педагогика ăсталăхĕ" республика фестивалĕнче пулса, "Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче – инноваци мелĕпе" номинацире çĕнтернĕ. Çак шкулти химипе биологи учителĕ Г.В. Паймина "ИКТпа усă курса – чи лайăх урок" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Шăмăршă вăтам шкулĕнче технологи преподавателĕнче тăрăшакан А. С. Еремеев "Хăва авас ăсталăха вĕрентесси" видео-урок хатĕрлесе технологипе графика учителĕсен республикăри фестивалĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак шкулти С.Г. Жилкина учительница "21 ĕмĕрти ют чĕлхе урокĕ" республика конкурсĕнче призерсен шутне кĕнĕ. Ку шкултах библиотекарьте вăй хуракан Р.В. Федотова ялсенчи шкул библиотекарĕсен республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухса ятран панă компьютера тивĕçнĕ.

Районта çуллен класс руководителĕсен конкурсĕ иртет ("Самый классный классный"). Çак конкурсăн шкул шайĕнчи тапхăрĕнче – 81, район тапхăрĕнче – 17, республика шайĕнче 3 учитель вăй виçнĕ.

2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти учительсен ĕç укçин калăпăшĕ 14,7 процент чухлĕ ÿсрĕ. Ку, паллах, вĕсене ĕçре хавхалану кÿрет.

Вĕренекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, лайăх пахалăхлă пĕлÿ илме кирлĕ условисем туса парасси педагогсен коллективĕсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнипе пĕрлех, вĕсене Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн гражданинĕсем тата патриочĕсем пулма воспитани парасси те – паянхи кун учительсем умĕнче тăракан пирвайхи задача. Çак пархатарлă тĕллевсене пурнăçлас тесе районти педагогсен коллективĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пысăк хастарлăхпа пуçăнчĕç.

Сăмахăма вĕçленĕ май, районти педагогсене Учитель кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре – ачасене пĕлÿ, воспитани парассинче çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп. Тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче те яланах ăнăçу пултăр.




"Шăмăршă хыпарĕ"
05 октября 2011
00:00
Поделиться