Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юратнă ĕçре – хĕрĕх çул

ПĂХАТĂП та çак чипер сăн-питлĕ, çамрăк хĕр пек илемлĕн ярăнса утакан хĕрарăм çине, тĕлĕнетĕп: нивушлĕ утмăл çула çитрĕ-ши вăл, çук, пĕрре те ĕненес килмест!

– Утмăла çитрĕм çав, ватăлтăм темелле, – хĕвел шевли пек йăл кулăпа çиçсе илчĕ М.И.Захарова, "Мир" ЗАО тĕп бухгалтерĕ. Вара çапла хушса хучĕ:

– Чун ватăласшăн мар-ха, сывлăх енчен те аптăрамастăп. Тепĕр чух, эп хытă утнине курса, çамрăксем те ăмсанаççĕ. Ара, ĕмĕр тăршшĕпех – хĕрĕх çул хушши – ирсерен ĕçе васкатăп та, хăнăхнă ĕнтĕ.

Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Маша мĕн ачаран шут ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, уйрăмах математикăпа пултарулăх кăтартнă.

Шкул хыççăн Маша Улатăрти ял хуçалăх техникумне кайса кĕнĕ, кунтан лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Алла диплом илсен, çамрăк специалиста Шăмăршă районĕнче çеç мар, республикипех малта пынă "Искра" колхоза бухгалтерта ĕçлеме направлени панă.

Хуçалăха колхоз ĕçĕн пултаруллă организаторĕ, виçĕ хут Ленин орденĕ илме тивĕç пулнă З.З. Сейфутдинов ертсе пынă. Тĕп бухгалтерăн йывăр лавне Р.Н. Зубеиров ăнăçлă туртнă. Шăпах унтан вĕреннĕ те ĕнтĕ бухгалтери ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене, учетпа отчет ĕçне тирпейлĕ туса пымаллине çамрăк специалист.

Патирекре ĕçленĕ чухне хĕр Чаткас ялĕн маттур каччипе Петр Захаровпа паллашнă. Туслăхран юрату пуçланать, çамрăксем чаплă туй туса пĕрлешеççĕ.

Çапла Мария Захарова Анат Чаткасри "Восход" колхоз бухгалтерĕнче ĕçлеме пуçлать. 1979 çулта пуçласа 2007 çулччен тĕп бухгалтер ĕçне чунтан тăрăшса туса пынă. 2007 çулта вара кÿршĕри "Мир" ЗАО тĕп бухгалтерĕнче ĕçлеме пуçланă. Хуçалăх экономики тĕрекленсе пынинче, пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланнинче, паллах, Мария Ильинична Захарова тĕп бухгалтерăн тÿпи те пур.

Мăшăрĕпе – Петр Васильевичпа иккĕшĕ пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сăмах май, Мария Ильиничнан хĕрĕсем те амăшĕ çулĕпех кайнă, бухгалтер профессине суйласа илнĕ.

Пилĕк мăнук халь Петр Васильевичпа Мария Ильиничнан, вĕсен йышĕ тата та ÿсĕ-ха.

Хастар ĕçшĕн М.И. Захарована республика, район, хуçалăх шайĕнчи Хисеп Грамотисемпе чысланă. Чи пысăк награда вара уншăн – ял-йыш хисеплени. Чăваш хĕрарăмĕ тутарла тутарсенчен пĕрре те кая мар калаçать, виçĕ чĕлхе пĕлни ăна ĕçре пулăшса пырать.

Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр Сире, хисеплĕ Мария Ильинична! Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх, ялан утсамăр малалла.




"Шăмăршă хыпарĕ"
24 сентября 2011
00:00
Поделиться