Геннадий Большаков: «Укçа çук пулсан та, чунăм пуян манăн»
ХИР-ХИР варринче ларакан Хĕрлĕ Васан паççулккин ачисемпе эпĕ шкулта пĕрле вĕреннĕ. Çĕнĕ Упире, унтан Пасарлă Упире пĕлÿ пухатчĕç вĕсем. Çулла – велосипедпа, хĕлле – йĕлтĕрпе, çил-тăманлă çанталăкра вара лашапа шкула çÿретчĕç. Пурте спортпа туслăччĕ.
Гена Большаков – çулпа манран кĕçĕнрех, йăмăкпа пĕр вăхăтра вĕренчĕ. Ашшĕне – Арсенти тетене – мĕн пĕчĕкрен палланă эпĕ. Ялти лавккаçчĕ вăл, çак ĕçре мĕн ватăличчен тăрăшрĕ. Нихăш ялта тавар пулмасан та, Хĕрлĕ Васан лавккинче мĕн кирли пурте пурччĕ. Çавăнпа та пысăках мар лавккана кĕме-тухма та йывăрччĕ – тавар çумĕнче тавар.
Арсенти тете калаçма-шÿтлеме юрататчĕ, юрлама-ташлама та ăстаччĕ. Мăшăрĕ те – вырăс хĕрарăмĕ – çав тери уçă сасăллăччĕ, туй-çĕнĕ хăта вăхăтĕнче Нина аппа вырăс, чăваш халăх юррисене питĕ илемлĕ шăрантаратчĕ. Çак ăсталăх ачисене те куçнах ĕнтĕ. Гена ывăлĕ, ав, вăтам шкул хыççăн артист пулас тĕллевпе Мускава çул тытрĕ, М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. 1983 çултанпа паян кунчченех Шупашкарта, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче ĕçлет.
Çирĕм сакăр çул хушшинче çак çĕр-шывĕпех паллă театр сцени çинче мĕнле кăна рольте выляман-ши Геннадий Арсентьевич; Гаринеп Джованнин "Ринальдо çапăçăва кĕрет" спектаклĕнче – Ринальдо, Ф.Абрамовăн "Çуртĕнче" – Егорша, Л.Толстойăн "Тĕттĕмлĕх тыткăнĕнче" – Никита, А.Артьемьевăн "Салампийĕнче" – Вирьялов, Б.Чиндыковăн "Çатан карта çинчи хура хăмла çырлийĕнче" – Иосиф, Ф.Достоевскин "Идиотĕнче" – Мышкин кнеç, В.Шкваркинăн "Ют ывăлĕнче" – Прибылев, И.Тукташăн "Хурăнлă çулĕнче" – Элесук, А.Пушкинăн "Моцартпа Сальеринче" – Сальери, А.Тарасовăн "Инçет телей çутинче" – Миккуль...
Геннадий Большаков 1996 тата 2007 çулсенче "Арçын рольне вылякан чи лайăх артист" ята, 2010 çулта вара А.Цагарелин "Ханума" пьесинчи Вано Пантеашвили рольне пысăк ăсталăхпа вылянăшăн Раççей Федерацийĕнчи театр ĕçченĕсен Союзĕн ятарлă Дипломне тивĕç пулнă.
Вăл – çĕр-шыври пысăк пĕлтерĕшлĕ нумай фестиваль участникĕ, Пĕтĕм Раççейри тата Орелта, Уфара, Шупашкарта, Хусанта, Ярославльте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фестивальсен лауреачĕ.
1999 тата 2004 çулсенче ăна Раççей Федерацийĕнчи театр искусствинчи çитĕнÿсемшĕн тата Чăваш Республикинчи литературăпа исккусствăри çитĕнÿсемшĕн Патшалăх премийĕсемпе чысланă.
2002 çулта Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăх театрĕсен VII фестивалĕнче "Инçет телей çути" спектакльте Миккуль рольне ăста вылянăшăн "Актер ĕçĕнчи пысăк ăнăçу" ятарлă призпа хавхалантарнă.
Театр искусствинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн Г.А. Большакова 1991 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ", 1998 çулта – "Чăваш халăх артисчĕ", 2006 çулта "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ятсемпе чысланă.
"Театрта ĕçлесе пуяймарăм пулин те, чунăм пуян манăн", – тет йăл кулса Геннадий Арсентьевич.
Çак кунсенче пирĕн паллă ентеш, халăх юратакан артист Г.А.Большаков 50 çул тултарчĕ. Ылтăн юбилей ячĕпе чĕререн саламланă май, манăн юратнă кÿршĕме çапла калас кăмăлăм пур:
Хаклă тусăм Геннади –
Васан паççулкки ачи,
Чапа тухрăн артистра,
Телей тупрăн пурнăçра.
Ĕçÿ йывăр, ăнланап,
Çирĕп сывлăх эп сунап!