Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Выставкăран – ылтăн медальпе

ИРТНĔ эрне вĕçĕнче Шупашкар çывăхĕнчи Карачурара йĕркеленĕ ăратлă выльăх куравне республикăри 56 предприяти хутшăннă, мала тухассишĕн тупăшнă. Вун-вун тĕрлĕ чĕр чун кăтартнă, 53 номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

Пирĕн районти А.И. Сатеев фермер выставкăра швицкой тата красногорбатовский ăратлă ĕнисене кăтартнă. Чулхуларан килнĕ эксперт комиссийĕ Пăчăрлă Пашьел ĕнисене I степень Дипломпа тата ылтăн медальпе хакланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2011
00:00
Поделиться