Фермерсене пулăшма шантарчĕç
РАÇÇЕЙ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен фермерĕсемпе видео-канашлу ирттерчĕ. Унта Чăваш Енри ăнăçлă ĕçлекен фермерсен ушкăнĕ те хутшăнчĕ.
РФ Ял хуçалăх министерстви çитес çул "Ĕç пуçлакан фермер" ведомство программине пурнăçлама 2 млрд тенкĕ уйăрасси, ял хуçалăх культурисем туса илекен тата выльăх ĕрчетекен фермерсене пурлăх никĕсне тĕреклетме грантсем парасси, агропромышленноçа кăçал уйăрма пăхнă укçаран ялсен социаллă аталанăвне вăйлатма тата 800 млн тенкĕ куçарасси çинчен пĕлтерчĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"