Фестивальтен – Дипломпа
ÇАК кунсенче Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенчи технологипе графика учителĕсен фестивалĕ пулса иртнĕ. Учительсем мастер-класс тата видео-урок кăтартса панă. Конкурсра пирĕн районти Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕ А.С. Еремеев "Хулăран çыхма вĕрентесси" видео-урокпа иккĕмĕш вырăн йышăннă, II степень Диплома тивĕçнĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"