Телейĕ _ ачасенче
НУМАЙРАНПА пĕлетĕп Елизавета Васильевнана, мана унпа пĕр çул çеç мар пĕрле ĕçлеме тивнĕ. Тỹрех калатăп: вăл _ хăй ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, анлă тавракурăмлă, пысăк культурăллă çын. Унăн урокĕсем халĕ те асра-ха. Тĕплĕн хатĕрленсе, кашни вак-тĕвеке тенĕ пек шута илсе ирттеретчĕ вĕсене Е.Удочкина. Интереслĕччĕ вĕсем, асра юлатчĕç, материала ăнланма та çăмăлччĕ. Кунсăр пуçне, кашни ачапа уйрăммăн ĕçлеме чăтăм çитеретчĕ учительница. Завуч пулнă май, Елизавета Васильевна вĕрентекенсен методика шайне ỹстерес тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлетчĕ. Вăл çине тăнипех Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта учительсен вунă методика пĕрлешĕвне йĕркеленĕччĕ, кашни предметпа тенĕ пекех тăтăшах уçă уроксем иртетчĕç. Класс тулашĕнчи ĕçсене, мастер-классене, предметсен эрнисене, ытти мероприятисене мĕн чухлĕ ирттермен-ши тата? Çавăнпах вĕренекенсем те пĕлỹ шайĕ пысăк пулнипе палăрса тăратчĕç. Кунта, паллах, завучăн тỹпи те пысăк пулнине асăнмалла. Елизавета Васильевнан тепĕр паха енĕ _ çамрăк педагогсене пулăшса пыни. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулта ĕçлекен учительсенчен нумайăшĕ ăна хăйсен вĕрентекенĕ вырăнне хурса хаклать. Ас тăватăп-ха: 2007 çулта Шăмăршă шкулĕнче çамрăк учительсен семинарне йĕркеленĕччĕ. Ун чухне те хăйĕн хастарлăхĕпе палăрчĕ опытлă педагог, вăл тăрăшнипех ятарлă уçă уроксем ирттернĕччĕ. Çамрăксен, тỹрех каламалла, Е.Удочкинаран вĕренмелли чăннипех те нумай пулчĕ. 2008 çулта Елизавета Васильевна районти "Вĕрентỹ сферинчи чи лайăх наставник" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ, тепĕр çул вара республика конкурсĕнче финала тухма пултарчĕ. Акă мĕнлерех çын пурăнать пирĕн хушшăмăрта. Унпа кирек хăш вăхăтра та курса калаçма, тĕрлĕрен ыйтусене сỹтсе явма, канашлама та кăмăллă. Пурне те пулăшма тăрăшать Е.Удочкина, ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл ялан тенĕ пекех районти наукăпа практика конференцийĕнче "Вырăс фиологийĕ" секцие эксперт пулса хутшăнать, чылай çул учительсене аттестацилес тата вăтам шкул пĕтерекенсене медальсем парас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен членĕ пулнă. Елизавета Васильевна депутат тивĕçне те темиçе созывра ĕçпе тỹрре кăларнă. Вăл _ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Ăна "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе наградăланă, Чăваш Республикин Президенчĕ Тав çырăвĕпе чысланă.