Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каллех _ Диплом

ВАСАНТИ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн 8 класĕнче вĕренекен Ксения Смаева республикăри "Тăван тавралăх тĕпчевçисем" дистанци конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Ксения унта "Манăн Чăваш Енĕн Гербĕ, Ялавĕ" тĕпчев ĕçĕ тăратнă (наука ертỹçи _ тăван чĕлхе, литература тата тăван ен культури учителĕ В.П. Краснов). Комисси Ксениян ĕçне пысăк хак панă, II степень Дипломпа тата лауреат медалĕпе наградăланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 марта 2011
00:00
Поделиться