Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чун çаплах ватăлмасть

 

СИСĔНМЕСĔРЕХ иртет çав вăхăт: çын халĕ çеç вун çиччĕре пекчĕ те _ çаврăнса пăхсан, темиçе теçетке хыçа юлнă та иккен... Шăмăршăра пурăнакан О.Тимошкина та тепĕр вунă çултан, сывлăхĕ пулсан, хăйĕн 100 çулхи юбилейне чиперех кĕтсе илессе шанас килет. 1921 çулта, февралĕн 24-мĕшĕнче Васанта çуралнă Ольга Александровна. Хĕр чухнехи хушамачĕ _ Тюнтерова. Çăмăл пулнă теме çук унăн ачалăхне _ пĕчĕккĕллех ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Çавна пулах вăтам пĕлỹ те илеймен вăл - çичĕ класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ. Шкулпа сыв пуллашнă та, тỹрех - фермăна. Вăрçă кĕрленĕ çав çулсенче. Никама та çăмăл пулман, пурте çĕнтерĕве çывхартассишĕн кар тăрса, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Лашасем те пăхнă çамрăк хĕр, колхозри ытти ĕçсене те хутшăннă, шартлама сивве пăхмасăр Улатăр тăрăхĕнче окоп та чавнă... Ахальтен мар ĕнтĕ Ольга Александровна вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн медале тивĕçнĕ. Вăрçăпа юхăннă хуçалăха çĕклеме çăмăл пулнă тетĕр-и тата? Темиçе çул ырми-канми ĕçлеме, тар юхтарма тивнĕ. Каярахри çулсенче те тĕрлĕ ĕçсенче канăçа пĕлмен вăл. 1962 çулта Улька арăмĕсĕр тăрса юлнă тăватă ачаллă урçана качча тухнă. Пĕчĕкскерсем ăна тăван амăшĕ вырăннех хунă. Хăйсене пăхса ỹстернĕшĕн вĕсем ăна тав туса пĕтереймеççĕ. Халĕ Ольга Александровна Александр мăнукĕн çемйипе пурăнать, вăй-халĕ çитнĕ таран хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама та пулăшать. Тăхăр вунна çитрĕ пулин те, чунĕпе çамрăк-ха вăл. Çуралнă куну ячĕпе _ 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр сана, Улька аппа. Кун-çулу вăрăм, сывлăху çирĕп, телейỹ санпа пĕрле пултăр. Çак салам çумне О.А. Тимошкинан пĕтĕм тăванĕ хутшăнать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 марта 2011
00:00
Поделиться