Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕлтĕр йĕрĕпе _ çирĕп сывлăх патне

Шăмăршă районĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2011" чупăва 1500 ытла çын хутшăннă. "ЙĔЛТĔРÇĔСЕН ăмăртăвĕ пуласси çинчен пĕлсен, йăлтах канăçа çухатрăм. Пĕр çул та хутшăнмасăр юлман та, кăçал та йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрас терĕм", _ хавхаланса каласа пачĕ "Шанс" ОООри ферма заведующийĕ Н.П.Харлампьева. Нина Петровна тин çеç финиша çитнĕ, йĕлтĕрĕсене хывма та ĕлкĕреймен-ха. Миçе минутра чупса тухнине шута илмен пулин те, спорт ветеранĕ питĕ кăмăллă. Вăл пенси çулĕнче пулнине пĕрре те ĕненес килмест: сивĕпе-çилпе хĕрелнĕ сăн-пичĕ çамрăк хĕрĕнни пек илемлĕн çиçет. "Спорт _ çирĕп сывлăх çăл куçĕ", _ тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Çанталăк самаях сивĕ тата çиллĕ тăчĕ пулин те, район администацийĕн çурчĕ умĕнчи площаде йĕлтĕр спортне юратакан вун-вун çын пуçтарăнчĕ. Вăтам шкултан, ĕç коллективĕсенчен килнĕ йĕлтĕрçĕсене тата спорт ветеранĕсене "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2011" чупу уçăлнă ятпа Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тăрăшакан патшалăх службин ертỹçи С.П. Димитриев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Шăмăршă районĕнче иртнĕ вырсарни кун кашни ял поселенийĕнчех ирпе 10 сехетре йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ пуçланчĕ. Пурĕ 1500 çын ытла _ ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернĕ тăрăх, чупу пур çĕрте те йĕркеллĕ тата пысăк хавхаланупа иртнĕ, чăннипех те хĕллехи илемлĕ спорт уявĕ пулса тăнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 февраля 2011
00:00
Поделиться