Çĕнĕ Шупашкартан _ Дипломсемпе
ÇАК кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче çамрăксен тата шкулта вĕренекенсен регионти XIV наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. "Наука. Творчество. Аталану" ятпа йĕркеленĕ электронлă презентацисен мероприятине, Чăваш Енсĕр пуçне, Тутарстанран, Марий Эл Республикинчен килнисем те хутшăнчĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕнчен унта 14 вĕренекен хăйĕн творчество ĕçĕпе паллаштарчĕ. Конференци пĕтсен, жюри тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тусан Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 9 "б" класра вĕренекен А.Падиарова (руководителĕ А.В.Сагдеева), 9 "г" класра вĕренекен А.Харитоновапа Л.Пелеева (ертỹçи И.В.Кудряшова) виççĕмĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ. 2 "б" класри М.Мартынова (ертỹçи В.Б.Мартынов), 11 "а" класри Ю.Шигаревапа П.Погашева (ертỹçи Е.Н.Муромцева) иккĕмĕш степеньлĕ Дипломсем илнĕ. Конференцин çак лауреачĕсене, вĕсен творчество ĕçĕсен ертỹçисене ăшшăн саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.