Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Садике каяс килет

 "Садике каяс килет", _ терĕ пĕчĕкçĕ Илле Районта 5 çула çитичченхи 273 ача валли садиксенче вырăн çитмест. Турра шĕкĕр, патшалăх ертỹçисем çĕр-шыв шайĕнче демографи лару-тăрăвĕ кăткăсланса çитнине вăхăтра ăнланса илчĕç. Ача çураласси чакни çĕр-шыв малашлăхĕ мĕнле пуласси пирки хытă шухăшлаттарать. Ялĕ-ялĕпе çулталăк тăрăшшĕпе пĕр "çĕнĕ кайăк" та "вĕçсе килмен" вĕт-ха. Ăçта вĕçсе килччĕр-ха вĕсем, енчен те çав ялсенче ватă çынсемпе авланасси çинчен тахçанах маннă хусахсем çеç пурăнаççĕ пулсан? Хамăр района илсен, юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ кăштах лайăхланни сисĕнет. 2007 çулта _ 156 ача, 2008 çулта _ 168, 2009 çулта - 197, 2010 çулта 192 ача çут тĕнчене килнĕ. Çавна май ача сачĕсенче (чи малтан _ район центрĕнче) вырăн çитми пулчĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5 çула çитичченхи 273 ача садик черетĕнче тăни паллă. 5 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи ачасене вара пурне те ача сачĕнче вырăн панă. Чăваш Республикин Президенчĕн "Шкул тулашĕнчи вĕрентỹ сферинче çăмăллăхсем илмелли майсене ỹстермелли мерăсем çинчен "Указне пурнăçласа, районта пĕчĕккисем валли çĕнĕрен виçĕ ушкăн йĕркеленĕ: пĕрне _ ача садĕнче, иккĕмĕшне _ "пуçламăш шкул _ ача сачĕ" учрежденире, виççĕмĕшне - пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта. Районти ача сачĕсем республика конкурсĕсене хутшăнма тытăнни те савăнтарать. Акă Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне _ 200 000 тенкĕ çĕнсе илме пултарчĕ. Кунта шкул çулне çитмен ачасене вĕрентмелли инноваци программине çине тăрсах пурнăçа кĕртеççĕ. Район администрацийĕ ачасене садикпе тивĕçтерес ыйтăва татса парас, пĕчĕккисен сывлăхне лайăхлатас, садиксен пурлăх никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев çывăх çулсенче садик ыйтăвĕ çивĕч тăмĕ тесе шутлать, çуралакан ачасен йышĕ чылай ỹссен те пĕчĕккисене садикпе тивĕçтерме майсем пулĕç. Хальлĕхе вара, чăн та, проблемăсем пур. Акă виççĕри мăнукăмăра кашни ирех Шăмăршăран çичĕ çухрăмра вырнаçнă Васан ялĕн садикне леçме, каçхине кайса илме тивет. Çитес çулсенче Шăмăршăрах вырăн тупăнасса шанса пурăнатпăр. Çамрăк çемьесем те çапла пуласса кĕтеççĕ. Çурт ларт, йывăç çитĕнтер, ача çурат... Çамрăксене ялта çирĕплетсе хăварас тесен, вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр лартма е туянма майсем туса памалла. Ку тĕлĕшпе патшалăхăн тĕллевлĕ программисем пур. Акă 2010 çулта федерацин "Ялсен социаллă пурнăçне 2012 çулччен аталантарасси" программипе районти 12 çамрăк çемьене 4588,300 пин тенкĕлĕх, 14 çамрăк специалиста 7956, 630 пин тенкĕлĕх социаллă тỹлев илме свидетельство панă. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсене вăйлатасси çинчен" Указне пурнăçласа, районти 12 çамрăк çемьене çурт лартма е туянма 848, 494 пин тенкĕ социаллă тỹлев панă. Хальхи вăхăтра районти 145 çамрăк çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтса черете тăнă. Çав шутра Васан ял поселенийĕнче _ 13, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнче - 6, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче _ 10, Пуянкасси ял поселенийĕнче - 7, Кивĕ Чукал ял поселенийĕнче _ 5, Палтиел ял поселенийĕнче_ 8, Анат Чаткас ял поселенийĕнче _ 13, Чукал ял поселенийĕнче _ 11, Шăмăршă ял поселенийĕнче 72 çамрăк çемье.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 февраля 2011
00:00
Поделиться