Малобуяновцы сохраняют добрую традицию - чествовать ветеранов с юбилеем

Ĕмĕр сакки сарлака…
Ĕмĕр сакки сарлака
Тетпĕр эпир хăш чухне.
Сакки чăн та сарлака
Анчах ĕмĕрĕ кĕске…
Кашни çынах çĕр çинче телей курма çуралать… Çак сăмахсем чăваш халăх юрринчен илнĕ йĕркесем. Пуянкассинче пурăнакан Ĕç ветеранĕ Евгения Ксенофонтовна Кувшинова 1930-мĕш çулхи кĕр куненче çут тĕнчене килнĕ. Çинахвунпа Пăлаки Кувшиновсен вăл виççĕмĕш ачи пулнă, çемьере вара вĕсен пилĕк ача суралнă Йывăр вăхăтсем пулнă 30-мĕш çулсенче ашшĕпе амăш нумай пурăнайман, ачасене тăлăха тăратса хăварнă. Евкен ун чух 9 çулти хĕрача пулнă. Хăрушă вăрçă çулĕсенче , Тăван çĕршыва йывăр вăхăтра, тăлăх-туратсене тата та йывăртарах килнĕ. Аслă аппăшĕсем Сахвиепе Анна качча кайсан пĕтĕм йывăрлăх Евкен çине тиенсе юлнă, кил-çурта та тытса пымалла, кĕçĕннисене Машукпа Никалая та çын ăшне кĕртмелле…Çамрăклах йывăр ĕçсене кỹлĕнме тивнĕ çап-çамрăк хĕрачан, пĕр колхоз ĕçĕнчен те юлман вăл, фермăра нумай çул хушши ĕçленĕ. Хăй аса илĕвĕсенче çапла калать Евкен аппа: "Ĕне те сурăм, пăрусем те пăхрăм, сысна та самăртрăм, чăх ферминче те ĕçлерĕм, пăхман выльăх та юпман ман колхозра…" Çавăнпах та пуль ĕнтĕ хăйĕн çемье çавăрасси çинчен шутлама вăхăтне те уйăрайман Евкен аппа, çулсем майĕпен шунă та шунă… Çулланнă çулсенче те евчĕсем нумай çул такăрлатнă ун патне, анчах вăл вĕсене каялла çавăрса янă, пĕтĕм пурнăçне вăл ĕçе, тăванĕсене халалланă. Ялан ĕçре, çынпа пĕрле çын хушшинче пулнă вăл. Нумай çул хушши ял советĕнче техничкăра, шкулта техничкăра вăй хунă. Çăмăл пулман ун чух техничка ĕçĕ, вутă çурмалла, каланкка хутмалла пулнă, миçе парă витре шыв çĕкленĕ алă вĕççĕн. Пурпĕрех пĕрле ĕçлекенсемпе килĕштерсе ĕçленĕ, хăр-хар туман, харкашман, хуçасем хушнине яланах итленĕ. Çавăнпа та пур çĕрте те ăна ырăпа кăна аса илеççĕ, вăл нумай тав çырăвĕсенеĔ Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, Ĕç ветеранĕ ятне илнĕ. Ял-йышра ун çăварĕнчен усал сăмах тухнине курман, ĕçкĕ-çикĕпе çăвар ăш-чикне те вараласа курман вăл. Евкен аппан çак кунсенче 80 çулхи юбилей кунĕ çитрĕ. Сумлă, хисеплĕ, ырă кăмăллă Ĕç ветеранне Евгения Ксенофонтовна Кувшинована хисеп туса ял библиотекинче çавра сĕтел хушшинче портрет сехечĕ иртрĕ. Ветерана ял администрацийĕ Хисеп грамоти пачĕ, ветерансен совечĕ, хĕрарăмсен совечĕ, шкул коллективĕсен ячĕпе, çывăх тăванĕсенчен тав сăмахĕсем, саламлă юрăсем янăрарĕç, хаклă парнесем парнелерĕç.