Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Баскетбол турнирĕ иртнĕ

 

РАЙОНТИ баскетболла выляма юратакансем иртнĕ эрнере хĕрỹ вăйăсенче тупăшнă. Ял поселенийĕсен, организацисен, предприятисен, учрежденисен командисем пĕр-пĕринпе вылянă. Пĕрремĕш ушкăнра Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди малти вырăна тухнă. Иккĕмĕш картлашка çине Шăмăршăсем хăпарнă. Иккĕмĕш ушкăнра халăха социаллă пулăшу паракан центр команди _ пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕн команди _ иккĕмĕш. Чи лайăх вылякансем тесе Вячеслав Карповпа Сергей Хафизова палăртнă. Мала тухнă командăсем тата лайăх вылякансем Грамотăсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 декабря 2010
00:00
Поделиться