Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул тăвакансем хĕле хатĕр

 

 

РАЙОНТИ çул тăвакансемпе юсакансем хĕллехи тапхăра тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илеççĕ. Ятарлă техника _ виçĕ КДМ, виçĕ автогрейдер, пĕр снегоочиститель, икĕ бульдозер _ паян тесен паян ĕçе пуçăнма пултараççĕ. Вĕсемсĕр пуçне, кустăрмаллă виçĕ трактор çине те юр тасатмалли оборудовани вырнаçтарнă. Пăрлак çул çине сапма 3100 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрленĕ. С. ИВАНОВ. Хресчене йывăрлăхра пулăшу панă ШĂРĂХ та типĕ çанталăка пула, районта акнă-лартнă ял хуçалăх культурисен 10371 гектарĕ (57 проц. ) пĕтнĕ. Çапах та патшалăх хресчене йывăрлăхра пăрахмарĕ, пулăшу аллине тăсса пачĕ. Чрезвычайлă лару-тăру кỹнĕ тăкаксен пĕр пайне саплаштарма района 11819 пин тенкĕ, хуçалăхсене элита тырă вăрлăхĕ туянма 344 пин тенкĕ, химизаци хатĕрĕсем туянма 106 пин тенкĕ, минерал удобренийĕсем туянма 173, 5 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 декабря 2010
00:00
Поделиться