Компьютер пулăшăвĕпе _ çĕнĕ паспорт
Раççейĕн Федераци миграци служби граждансене патшалăх енчен пулăшу парас тĕлĕшпе тĕллевлĕн те пĕр тикĕс ĕçлесе пырать. Электронлă майпа тивĕçтерекен пулăшу миграци службин практика ĕçне кĕнĕ те ĕнтĕ. Çакнашкал майпа усă курас тесен граждансен Патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи парталĕнче www.gosuslugi.ru регистациленмелле. Паспорта вăхăтра çĕннипе улăштарманшăн, урăх вырăна куçса кайсан (килсен) вăхăтра регистрацие (пропискăна) тăманшăн граждансене административлă майпа айăплама пултараççĕ. Патшалăх электронлă майпа пулăшу панипе усă курса штрафсем (1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран) илессинчен сыхланма пулать. Çỹлерех асăннă ыйтусемпе компьютер урлă хăв ялан пурăнакан районти миграци службине заявлени кăна тăратмалла. Паспорта, законодательствăпа килĕшỹл-лĕн, 10 кун хушшинче хатĕрлесе хураççĕ. Вăхăтлăха пурăнакан вырăнта вара Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен тĕп документа 2 уйăх хушшинче хатĕрлеççĕ.