Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Килтен киле çỹрет çыравçă...

 

 

ОКТЯБРĔН 14-мĕшĕнче пирĕн районта та Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕ пуçланчĕ. Шăмăршăра пурăнакансенчен чылайăшĕ хăй аслă çĕр-шывăмăрăн, тăван Чăваш Енĕн пĕр пайĕ пулни пирки çыравçă пырса ыйтасса кĕтсе лармарĕ, районти Культура керменĕнче вырнаçнă участока васкарĕ. Çыравçă сумккине хул урлă çакнă, кăвак шарфа мăйран уртса янă çынсем килтен киле çỹресе ыйтусем çине хуравлама сĕнеççĕ. Çыравра кашни çын хăй пирки тĕрĕссине пĕлтерни патшалăхăмăр экономикине, социаллă пурнăçне аталантармалли малашлăх плансене витĕм кỹрĕ. Çакă паянхи ăрушăн кăна мар, пулассишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 октября 2010
00:00
Поделиться