Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

92 çын хăйĕн ĕçне уçнă

 

КĂÇАЛ 9 уйăх хушшинче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра патшалăх пулăшăвĕ илес тĕллевпе 1030 çын, професси илес тесе 1323 çын килнĕ. Отчетлă тапхăрта 552 çынна ĕçсĕррисен йышне кĕртнĕ. Служба сĕннипе 19 çынна срок çитмесĕрех пенсие янă. Ĕçпе тивĕçтерекен служба пулăшнипе 829 çынна ĕçе вырнаçтарнă, çав шутран 386-шĕ ĕçсĕр граждансем пулнă. Тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене 145 çын хутшăннă, 84 ĕçсĕр гражданина професси пĕлĕвĕ илме направлени панă. Çавăн пекех вĕренỹрен пушă тăнă вăхăтра (каникулта) 14-18 çулти яшсемпе хĕрсене _ пурĕ 413 çынна _ вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Кунсăр пуçне 8 инвалида та кăçал ĕç тупса панă. Отчетлă тапхăрта ваканси, ĕçпе вĕренỹ вырăнĕсен ярмаркине те йĕркеленĕ. Служба пулăшнипе 92 гражданин _ вĕсем малтан ĕçсĕр пулнă _ хăйĕн ĕçне уçнă. Çак тĕллевпе служба 5 миллион та 294 пин тенкĕ расхутланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 октября 2010
00:00
Поделиться