Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаксене сăнасах тăратпăр

 

Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев август уйăхĕнче Шăмăршă районĕнче пулнă вăхăтра муниципалитсен нушисем валли тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чух хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине палăртнăччĕ. Уйрăммăн илсен, Шăмăршăри сывлăх учрежденийĕ кăçал суту-илĕвĕн вăтам хакĕнчен 6431 тенкĕ ытларах тỹлесе апат-çимĕç продукчĕсем туяннă. Çак суммăна тĕрĕслỹ хыççăн çийĕнчех кассăна хывнă. Çав вăхăтрах учреждени 29 тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсене Чăвашстат кăтартăвĕсенчен йỹнерех хакпа туяннине ырламалла, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта эффективлăх 18 процентпа танлашнă. Тата тепĕр тĕслĕх: районти вĕрентỹ учрежденийĕсен нушисем валли кăçал республикăра çирĕплетнĕ вăтам хакран 16147 тенкĕ ытларах тỹлесе апат-çимĕç продукчĕсем туяннă. Асăннă суммăна Шăмăршă районĕн бюджечĕн тупăшĕ валли тỹлесе татнă. Август уйăхĕнче муниципалитет заказчикĕсемпе ирттернĕ калашлура апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чух бюджет эффективлăхĕшĕн тăрăшмаллине палăртрăмăр. Çавăн пекех тĕрлĕ харпăрлăхри суту-илỹ предприятийĕсен ертỹçисене те апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăлтавсăр ỹстерме юраманни çинчен асăрхаттарнă. Хальхи вăхăтра районта муниципалитет нушисем валли апат-çимĕç продукчĕсене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илỹ министерстви сĕнекен хаксемпе çеç туянаççĕ. Район администрацийĕн экономика пайĕ кашни эрнерех суту-илỹ точкисенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ продуктсен хакĕсен мониторингне ирттерет, ăçта та пулсан хаксене сăлтавсăрах ỹстерни палăрсан çийĕнчех мерăсем йышăнатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 октября 2010
00:00
Поделиться