Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министерстви пĕлтерет

 Республикăри сывлăх учрежденийĕсем кăçалхи сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курманшăн бюджета тавăрса панă: Патăрьел районĕнче _ 51,79 пин тенкĕ, Комсомольски районĕнче _ 13,34 пин тенкĕ, Çĕмĕрле районĕнче _ 25,5 пин тенкĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулипе _ 22,1 пин тенкĕ. Бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курманшăн Елчĕк район больницин тĕп врачне, Çĕмĕрле хула администрацийĕн сывлăха сыхлас ĕç пайĕн пуçлăхне ĕçрен хăтарнă. Бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курманшăн республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсем 610,594 пин тенкĕ, сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем 913,454 пин тенкĕ бюджета тавăрса панă. Шăмăршă пасарĕнче Сахăр песукĕ (1 михĕ) _ 1700 тенкĕ. Çăнăх (1 михĕ): чи пысăк сортли _ 750 тенкĕ; 1-мĕш сортли _ 700 тенкĕ. Отруби (1 михĕ) _ 200 тенкĕ. Тăвар (25 кг) _ 170 тенкĕ. Выльăх тăварĕ(1 брикет) _ 35 тенкĕ. Аш-какай (1 кг): ĕне ашĕ _170 тенкĕ таран; сысна ашĕ _ 140 тенкĕ таран; сысна пуçĕ _ 50 тенкĕ; сысна урисем _ 50 тенкĕ; сысна хăлхисем _ 80 тенкĕ; пĕвер _ 80 тенкĕ; чĕре _110 тенкĕ; сало _ 100 тенкĕ; чăх тукмакĕ _ 100 тенкĕ. Сĕт (1, 5 л.) _ 25 тенкĕ. Тăпăрчă (1 кг.) _ 80 тенкĕ, Услам çу (1 кг.) _ 150 тенкĕ, Пулă (сорчĕсене кура, 1 кг.): шăнтни _ 100 тенкĕ таран; тăварлани _ 90 тенкĕ таран; тĕтĕмлени _ 190 тенкĕ таран. Пыл (3 л.) _ 1500 тенкĕ. Улма-çырла, пахча-çимĕç (1 кг): пан улми _ 45 тенкĕ; иçĕм çырли _ 70 тенкĕ; баклажан _ 30 тенкĕ; тутлă пăрăç _ 30 тенкĕ; купăста _ 18 тенкĕ; çĕр улми _ 20 тенкĕ; сухан _ 15 тенкĕ; ыхра _ 200 тенкĕ; кишĕр _ 20 тенкĕ; севок сухан _ 35 тенкĕ; палан (3л) _ 100 тенкĕ; маринадланă кăмпа (1л.) _ 100 тенкĕ. Улма-çырла хунавĕсем (1 тĕпĕ): улмуççи _ 250 тенкĕ; груша _ 250 тенкĕ; слива _ 250 тенкĕ; черешня _ 250 тенкĕ; чие _ 250 тенкĕ; жимолость _ 200 тенкĕ; крыжовник _150 тенкĕ; хура хăмла çырли (ежевика) _ 200 тенкĕ; çĕр çырли _ 5 тенкĕ. Хур-кăвакал, чăх-чĕп (пĕри): хур _ 500 тенкĕ; кăвакал _ 250 тенкĕ; чăх _ 200 тенкĕ. Таптарнă çăм (1 кг.) _ 150 тенкĕ. Кăçатă (1 мăшăрĕ): çитĕннисен _ 700 тенкĕ; ачасен _ 500 тенкĕ; çăм нуски (1 мăшăрĕ) _ 200 тенкĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 октября 2010
00:00
Поделиться