Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ĕнесен йышне ỹстеретпĕр", _ тет "Шанс" ООО ертỹçи Валерий Еремеев

 Шăрăх та типĕ çанталăк ял хуçалăхне çав тери пысăк инкек кỹчĕ. Паян нумайăшне выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас ыйту хытă пăшăрхантарать: утă-улăм ытла та сахал-çке. Çав вăхăтрах "Шанс" ООО ертỹçи В.П.Еремеев халăхран ĕне выльăх туянасси çинчен пĕлтерет. _ 1-6 пăруланă ĕнесене тата пĕтĕ пушмак пăрусене хамăрăн фермăра усрама туянатпăр, _ терĕ пирĕн корреспондента В.П.Еремеев. _ Хакĕ _ калаçса татăлнă тăрăх, укçине çийĕнчех тỹлесе тататпăр. Малашне эпир сĕт туса илесси çине ытларах тĕмлĕх уйăрасшăн, мĕншĕн тесен çак продуктăн хакĕ килес çул чылай ỹсме пултарать. Сĕт вăл _ кулленхи укçа, паянхи кун ял хуçалăхĕнче чи тупăшли. Утă-улăм пирки пăшăрханмалли çук, вĕсене кирлĕ чухлĕ хатĕрлерĕмĕр. Тырă фуражĕ те пур. Тирпейлĕ усă курсан, çăва тухмаллăх çитмелле. С.Иванов. Президент кĕр акипе хаксен ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 7-мĕшĕнче кĕрхи культурăсене акассине йĕркелес ыйтупа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисемпе видеоконференци ирттернĕ. Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх мĕн пур харпăрлăхри хуçалăха, типĕ те шăрăх çанталăка пула сиен тỹснĕскерсене, патшалăх тивĕçлĕ пулăшу кỹрĕ, виçĕ кун хушшинче 302,8 млн тенкĕ уйăрĕ. Президент аграрисем валли субсидисене планпа килĕшỹллĕн уйăрни çинчен пайăррăн каланă, 853 млн тенкĕ панă та ĕнтĕ, ку ĕç малалла пырать. Калчасене страхланисене çăмăлрах пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем патшалăх пулăшăвне ытларах илĕç. М.Игнатьев мăйракаллă шултра выльăх шучĕ кăштах чакнине палăртнă май çамрăк выльăха упраса хăварма 250 млн тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтернĕ. "Эпир сирĕнпе пĕрле мăйракаллă шултра выльăхăн кашни пуçĕшĕн яваплă. Лару-тăрăва куллен сăнаса тăмалла. Выльăх шутне тата ĕç вырăнĕсене чакарса ялта социаллă çивĕчлĕх çуратма юрамасть", _ тенĕ Михаил Васильевич. Президент кредитсене татмалли вăхăта тăсмашкăн республикăри банксене 130 заявка пани çинчен пĕлтернĕ, вĕсенчен 46 килĕшỹпе тỹлевсене каяраха куçарнă. М.Игнатьев районсен пуçлăхĕсен тата ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисен умне чи малтан пурнăçламалли тĕллевсем лартнă: çывăх вăхăтрах кĕрхи культурăсене акассине вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлессине, кỹрсе килессине малалла тăсмалла, хими имçамĕпе удобрени саппасĕсене хатĕрлемелле. Районсен пуçлăхĕсемпе çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă май Президент Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, хушма хуçалăх тытса тăраканскерсене выльăх апачĕ, утă-улăм хатĕрлес енĕпе кỹрекен пулăшупа кăсăкланнă. М.Игнатьев республикăри хуласемпе районсенчи суту-илỹ лавккисенчи хаксен йĕркелĕвĕн, муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассин тухăçлăхĕн темине тепĕр хут çĕкленĕ. Лару-тăрăва йĕркелеме, тавар туянакансен интересĕсенче тĕпе хурса лавккасенчи хаксене йĕркелес ыйтусемпе çийĕнчех мерăсем йышăннă пуçлăхсене палăртнă. "Çивĕч ыйтусене татса памашкăн çĕнĕ çул-йĕр шырамалла. Хуçасăрлăха, явапсăрлăха типĕ те шăрăх çанталăкпа тỹрре кăларма юрамасть", - тенĕ Президент. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май М.Игнатьев Президент сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене акса хăварни çинчен отчет кĕтни пирки асăрхаттарнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тата пĕчĕк хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе çавнашкал отчет октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла, ноябрь уйăхĕччен çурхи культурăсене акма вăрлăх туянни çинчен информаци памалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 сентября 2010
00:00
Поделиться