Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Суд шанăçне тỹрре кăларман _ колоние янă 2

 

 

 

010 Çулхи 6 уйăхра районти айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен инспекцире пурĕ 70 çынна учета илнĕ. Çак йышран условнăй айăплав илнисем _ 45ĕн, ĕçленсе юсанмалла тунисем _ 7ĕн, обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем _ 13ĕн, палăртнă срокра вăл е ку должнăçра ĕçлеме юрамасть тесе йышăннисем _ 5-ĕн. Учетра тăраканнинчен 6-шĕ _ çул çитменнисем. Питĕ шел, айăплав илнисенчен хăш-пĕрисем суд шанăçне тỹрре кăларма, колоние каймасăрах тỹрленме тăрăшмаççĕ. Вĕсенчен пĕрисем обществăлла йĕркелĕхе пăсаççĕ, теприсем ĕçе вырнаçма тăрăшмаççĕ, виççĕмĕшсем çĕрĕпе унта-кунта çапкаланса, ĕçкĕпе иртĕхсе çỹреççĕ (вĕсен каçхине 21 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен килте пулмалла). Уголовнăй айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен инспекци представленийĕпе килĕшỹллĕн, учетри 7 çыннăн тĕрĕслев срокне тăсса панă, 9 çын çине хушма тивĕçсем хунă. Инспекцире учетра тăракансенчен чылайăшĕ хăйсем тахçан йăнăш утăм тунăшăн чунтан ỹкĕнеççĕ, суд йышăнăвне çирĕп пурнăçлама, тỹрĕ çул çине тухма тăрăшаççĕ. Хăйсене яланах лайăх тытнă май, 7 çынна срок çитмесĕрех учетран кăларнă. Уйрăм çынсем _ кунашкаллисем те тĕл пулаççĕ _ тỹрĕ çул çине тухма пачах тăрăшмаççĕ, айăплав срокĕнчи йĕркесене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Çакна пула кăçал 2 çынна колоние яма тиврĕ. Вĕсем килти условисенче пурăнса юсанма тăрăшмарĕç. Тепĕр çын вара обязательнăй ĕçсенчен тарса çỹрет. Çавăнпа та ăна Федераллă шырава панă. Пирĕн инспекцире учетра тăракансене пурне те суд йышăнăвне çирĕп пурнăçласа пыма сĕнетпĕр. Суд шанăçне тỹрре кăларма тăрăшмалла.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 августа 2010
00:00
Поделиться